Комментари хушас

1 Ака, 2019

Беларуç Республикинчи чăваш арĕ тĕнче кубокне хутшăнĕ

Беларуç Республикинче пурăнакан чăваш арĕ Алексей Александров Шахмат енĕпе иртекен тĕнче кубокне хутшăнĕ. Çакăн пирки www.belnovosti.by сайтра пĕлтернĕ. 

Алексей Александров ашшĕ Геннадий Александров Беларуç çĕршывĕнчи чăвашсен наципе культура автономине ертсе пынине Чăваш наци конгресĕн пресс-служби Фейсбукра хыпарланă. Унта çырнă тăрăх, шахмат ăстин ашшĕпе амăшĕ, Геннадий Алексеевичпа унăн мăшăрĕ Луиза Александровна Александровсем, Елчĕк районĕнчи Тĕмерпе Курнавӑшран иккен.

Геннадий Александровăн Тĕмерте тăванĕсем пур-ши тесе эпир Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Леонид Кошкинпа çыхăнтăмăр. Вăл тата ял тăрăхĕн специалисчĕ Ольга Максимова пире кăмăлтан пулăшма тăрăшрĕç. Ольга Михайловна Тĕмер ялĕнче пурăнакан Валерий Германовпа çыхăнма сĕнчĕ. Валерий Иванович "Труд" ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пырать. Вăл Александровсен тĕп килĕ хĕллехи вăхăтра хупăнса ларнине, çулла вара Шупашкарти тăванĕсем килсе пурăннине пĕлтерчĕ. Геннадий Александров çар çынни пулнă май Беларуç тăрăхĕнче юлнине каласа кăтартрĕ. Валерий Германовăн аслашшĕпе Геннадий Александровăн кукашшĕ пĕр тăвансем пулнă иккен.   

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Www.belnovosti.by сайтри сăн ÿкерчĕк.

 

Теги: