Комментари хушас

27 Пуш, 2019

Йăхташăмăрсен çемйинче ĕне виçĕреш пăруланă

«Зима районĕнчи Масляногорск салинчи чăвашсен Николайпа Мария Тимофеевсен çемйинче — пысăк савăнăç. Вĕсен ĕни хуçисене тÿрех виçĕ пăру /икĕ тынапа пĕр вăкăр/ парнеленĕ», — пĕлтерет Иркутск облаçĕнчи чăвашсен «Юлташ» автономийĕн ертÿçи Вероника Тимофеева. Çакăн çинчен «Комсомольская правда. Иркутск» хаçатра та çырнă. Ку тĕслĕх опытлă зоотехниксене те тĕлĕнтернине палăртса хăвармалла.

Ĕнен сĕчĕ пурин валли те çитмен. Çавăнпах Тимофеевсен ятарлă хутăш туянма тивнĕ. Куç умĕнчех çитĕнекен пăрусене кĕленчерен çитернĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Vk.com сăн ÿкерчĕкĕ.