Комментари хушас

26 Пуш, 2019

Çурхи призыв çывхарать

Паян Чăваш Республикин çар комиссариатĕнче инструктор-методика сборĕ иртет. Ăна 2019 çулхи çуркуннехи призыва хатĕрленсе ирттерессине халалланă. Пухăва республикăри хуласемпе районсенчи призыв комиссийĕн председателĕсене, çар комиссарĕсене, призыва хутшăнакан медицина ĕçченĕсене чĕннĕ. 

ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин пĕлтĕрхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, призыв кампанийĕсене ăнăçлă вĕçленине палăртрĕ. Сăмах май, республика пĕлтĕрхи призыв кăтартăвĕсемпе округра пĕрремĕш вырăн йышăннă, куçса çÿрекен вымпела тивĕçнĕ. Çар комиссариачĕн кăçалхи ĕç планĕ те паллă. Александр Мокрушин çурхи призыв вăхăтĕнче Чăваш Енрен 1398 çынна çара ăсатмалли çинчен пĕлтерчĕ. Çак шутран 40 çамрăк Наци гварди ретне тăрĕ, ыттисем тĕрлĕ çара кайĕç. Тĕпрен илсен, çар комиссарĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртме майсем çителĕклине пĕлтерчĕ. Чăваш Енри çамрăксем çирĕп сывлăхпа палăрса тăраççĕ. Республикăра çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине пысăк тимлĕх уйăрни те сисĕнет. Çара каяссинчен тарса çÿрекенсен йышĕ çулсерен чакса пырать.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.