Комментари хушас

26 Пуш, 2019

Физкультурăпа спорт министерствинче ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

Паян «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче ЧР Физкультурăпа спорт министерствин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта 2018 çулхи ĕçĕ-хĕле пĕтĕмлетрĕç.

Тĕп ыйтупа Михаил Богаратов министр тухса калаçрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — пĕлтĕр Чăваш Енре тĕнче шайĕнчи — 1, Пĕтĕм Раççейри — 80, республикăри 340 ăмăрту ирттернĕ. «Кăçал Шупашкара тепĕр пысăк ăмăрту йĕркелеме шанса панă — çăмăл атлетика енĕпе çĕршыв чемпионачĕ. Юбилейлĕ 100-мĕш турнир пулнă май ăна та пирĕн çÿллĕ шайра ирттермелле», — палăртрĕ Михаил Викторович.

2018 çулта пирĕн спортсменсем тĕрлĕ турниртан вун-вун медальпе таврăннă. Уйрăмах кĕрешÿçĕсемпе самбистсем савăнтарнă, вĕсем пухмача 27-28 медальпе пуянлатнă. Пĕлтĕр 9 спортсмен — спортăн тĕнче класлă мастерĕн, 84 атлет РФ спорт мастерĕн ячĕсене тивĕçнĕ. Пирĕн республикăри спорт шкулĕсенче 33501 ача ăсталăха туптать. Шел те, малтанхи çулсемпе танлаштарсан ку хисеп чакнă: 2017 ç. — 34253, 2016 ç. — 34200 çын.

Министр физкультурăпа спорт комплексĕсем епле ĕçлени çинче те чарăнса тăчĕ. Çынсене унта илĕртес тĕлĕшпе Куславккари, Кÿкеçри, Çĕрпÿри спорт керменĕсем хастарлăх кăтартнă, çавăнпах пулĕ вĕсем республикăри чи лайăх ФСКсем шутланаççĕ. Кăçал та кусем смотр-конкурсра малти рете тухнă. Физкультурăпа спорт ĕçне районсенче йĕркелес енĕпе кăçал Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар районĕсем чи лайăххисен йышне лекнĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: