Комментари хушас

22 Пуш, 2019

Лару: шучĕ чакнă пулин те…

Пĕлтĕр наркотиксен çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене 9% сахалрах регистрациленĕ пулин те /шута илнисем — 1040/ республикăра асăннă сферăри лару-тăру çивĕч. Çапларах пулчĕ ЧР наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн эрнекун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ иртнĕ ларăвĕнчи калаçу пĕтĕмлетĕвĕ.

Эппин, влаçăн мĕн пур шайри сыпăкĕсен çивĕчлĕхе чакарас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Пысăк хуласенче — Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта — ĕç-пуç çăмăл мар. Çав вăхăтрах Канаш, Çĕмĕрле те вĕсенчен «ÿксе юлмаççĕ». Тепĕр тесен, шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин палăртнă тăрăх, паян наркотиксем яллă райосенче те тĕлĕнтермĕш мар ĕнтĕ. Çийĕнчен ял ачисем хулана вĕренме килнĕ май наркотик саракансемпе явăçаççĕ — çăмăл майпа укçа тăвас шутпа преступлени çулĕ çине тăраççĕ.

Ларура наркотиксен хăрушлăхне сирес тĕллевпе сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ сферисенче йышăнакан мерăсене сÿтсе яврĕç, тĕрлĕ ведомство пĕрле пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.