Комментари хушас

20 Пуш, 2019

Хулари çамрăк тухтăрсене укçан пулăшаççĕ

Чăваш Республикинчи больницăсенчи пуçламăш тытăмри тухтăрсене 200 пин тенкĕ парса пулăшаççĕ. Ку çăмăллăхпа 35 çул çула çитмен, 2016 çултанпа хула сыватмăшĕсенче ĕçлекен çамрăксем усă курма пултараççĕ. Хальлĕхе 18 врач çак пулăшăва тивĕçнĕ. Шупашкар хула 1-мĕш больницин участок терапевчĕ Наталья Иванова 200 пин тенкĕпе ипотека парăмĕн пĕр пайне саплаштарнă. Нина Кабетова, сăмахран, хăйĕн мăшăрне сыватмăша илсе килнĕ. Вĕсем инвалидлăх ыйтăвне татса парасшăн. Хĕрарăм Наталья Евгеньевнăна эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сипленĕшĕн тав тăвать.

Хула иккĕмĕш больницин участок педиатрне Татьяна Викторовăна та çак укçа кредит парăмне чакарма пулăшнă. Вăл пĕр кунра 40 ача тарах йышăнма пултарать. «Йăтах йĕркеллĕ-и? Ÿсĕрместĕн-и? Пыру хĕрелмен-и?» — сывлăхлă ача кунĕнче педиатр патне килнисемпе калаçу пуçарчĕ вăл. Оксана Каргинан пĕчĕк хĕрĕ хăйне лайăх туять, тухтăрсен витĕмĕпе тĕрĕс аталанать.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: