Комментари хушас

15 Пуш, 2019

«Чебоксары» хоккей клубĕ Тутарстан командине çĕнтернĕ

«Чебоксары» хоккей клубĕ Çыр Чаллăран таврăнчĕ. Пирĕн пăхаттирсем Тутарстан командине çĕнтерсе Аслă хоккей лигин çурма финалне тухрĕç.

Сергей Нуржанов тренер ертсе пыракан команда плей-офф вăййисенче профессионализма çирĕплетнĕ. Тĕлпулусем 4:2 тата 6:3 шутпа вĕçленнĕ. Пушăн 13-мĕшĕнче иртнĕ матчра Егор Карп, Алексей Савинов, Максим Приступлюк тата Антон Тихомиров палăрнă. Ĕнерхи вăйăра Ленар Халимов, Егор Парфенов, Иван Красноперов, Сергей Иванов хирĕç выляканăн командине шайба çапса кĕртнĕ. Владислав Янцен икĕ хут палăрнă.

Пирĕн командăпа пĕрлех «Мордовия» тата «Ростов» çурма финала тухнă. Тăваттăмĕш команда «Юниорпа» «Кристалл» тĕлпулăвĕ хыççăн паллă пулĕ. «Чебоксары» çурма финалта «Мордовия» командăпа вылĕ. Вăйăсем Саранскра пушăн 23-24-мĕшĕсенче иртĕç. 27-28-мĕшĕсенче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче тĕлпулĕç.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: