Комментари хушас

23 Нарăс, 2019

Помпей - чемпион

Паян, нарӑс уйӑхĕн 23-мĕшĕнче, Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Чӑваш Ен Пӑр кубокне ҫĕнсе илес енĕпе лаша ӑмӑртӑвĕ иртрĕ.

Асӑнӑ ӑмӑртӑва темиҫе ҫул ĕнтĕ В.И. Чапаев ячĕллĕ Етĕрнери ӑратлӑ лаша завочĕ ирттерет. Унта Чӑваш Ен, Тутарстан, Ульяновск, Финлянди юланутҫисем хутшӑнчĕҫ.

Спорт уявне килнисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуҫлӑхĕ Евгений Кадышев Тӑван ҫĕршыв хӳтĕлевҫи кунĕ ячĕпе саламларĕҫ, юланутҫӑсене ҫитĕнӳсем сунчĕҫ.

Утсем малтан 3-4-шарӑн уйрӑммӑн пилĕк ушкӑнпа ӑмӑртрĕҫ. Каярахпа тĕп, вӑтам, кĕҫĕн кубоксене ҫĕнсе илессишĕн тупӑшрĕҫ. Кĕҫĕн кубока Ливерпуль Лок (юланутҫи - Валерий Краснов), вӑтам кубока Водка де Ракьюс (Александр Максимов) ҫĕнсе илчĕҫ. Тĕп кубока вара Помпей (Фенил Земдиханов) тивĕҫрĕ. Ҫĕнтерӳҫĕсене кубок тата укҫан парса хавхалантарчĕҫ.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Рубрика: