Комментари хушас

22 Нарăс, 2019

«Ăслă хула» проектăн стратегиллĕ сессийĕ ĕçлеме пуçларĕ

Ĕнер Шупашкара РФ строительство министрĕн заместителĕ Андрей Чибис килсе çитнине пĕлтернĕччĕ. Паян тĕп хулари «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче вăл ертсе пыракан «Ăслă хула» проектăн стратегиллĕ сессийĕ ĕçлеме пуçларĕ.

Унта хутшăнакансене Андрей Чибис, çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, компетенцисен «Ăслă хула» наци центрĕн ертÿçи Оксана Демченко саламларĕç.

Сессие центрăн эксперчĕсем пулса РФ Общество палатин секретарĕн пулăшуçи Александр Водяник, «Спецтехноприбор» компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорĕ, Санкт—Петербургри предпринимательсен союзĕн вице-президенчĕ, «Калаçакан Хула» тытăмăн тĕп конструкторĕ Леонид Аронов, Раççей Президенчĕн Ĕçсен управленийĕн проектсен ертÿçи Валерий Сорокин, ыттисем хутшăнчĕç.

Чăваш Енрен Иван Моторинпа Алексей Ладыковсăр пуçне «Ăслă хула» стратегиллĕ сессире ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ Леонид Ватковский, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин пай пуçлăхĕн çумĕ Юрий Абдулкин, Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Боголюбов, «Водоканал» директорĕ Владимир Васильев, «Горсвет» директорĕ Валерьян Григорьев тата ыттисем пулчĕç.

Сесси 9 ушкăна пайланса ĕçлерĕ. Ушкăнсен ĕçĕн тĕп тĕллевĕ çакă пулчĕ: хула ĕç-хĕлĕнчи çивĕч ыйтусене тупса палăртасси, вĕсене пĕрле татса пама майсем шырасси. Юлашкинчен пуçарусене сессире пĕтĕмлетме палăртаççĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Теги: