Комментари хушас

18 Нарăс, 2019

Профилактика ĕçне вăйлатмалла

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Право йĕркелĕхĕпе тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Видеоконференцçыхăну мелĕпе иртнĕ ларăва çавăн пекех районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Ларура Координаци канашлăвĕн преступленисемпе кĕрешес енĕпе 2018 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, килес çул тĕллевĕсене палăртрĕç. Тĕп докладпа ЧР шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Леонид Вакс калаçрĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх — пĕлтĕр регистрациленĕ престпленисен шучĕ палăрмаллах чакнă, преступленисене уçса парасси ÿснĕ. Кăтартусем лайăхланнине вăл тĕрлĕ ведомствăн пĕрлехи тухăçлă ĕçĕпе çыхăнтарчĕ.

Анчах çав вăхăтрах кăмăла хуçакан хисепсем те пур. Профилактика ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пырсан та çул çитменнисем преступлени тăвасси иртнĕ çул палăрмаллах ÿснĕ. Ачасем ытларах наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă киревсĕр ĕçсем тăваççĕ. Çавна май республика прокурорĕ Василий Пословский çакнашкал инкекрен сыхланма ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене тимлĕрех пулма сĕнчĕ.

Профилактика мероприятийĕсене малашне те пурнăçласа пымаллине, асăрханулăх пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Теги: