11 Кăрлач, 2019
Чăваш эстрада "çăлтăрĕсем" сăвă авторне мĕншĕн тÿлесшĕн мар? Çак ыйтăва "Контактра" халăх ушкăнĕнчи "Эс кам ачи?" пабликра паян хускатнă.
Унта мĕн çырнине "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен служби тÿрлетсе-якатмасăрах илсе кăтартать.
"Мĕншĕн-ха пирĕн "çăлтăрсене" чăмласа хыптармалла йăлт? Туриллке çинче хатĕр çимĕçе - хатĕр юрра - илсе килсе парсан ăна хаклама пĕлеççĕ-и-ха юрăçсем? Сăмахран, сăвă авторне гонорар тÿллеме хатĕр-и ?
P.S. Тен, юрлама пĕлекенсен те сцена хыçĕнчен юрласа пулăшмалла сасăсăр "çăлтăрсене"?
Тÿррипе каласан, пирĕн эстрадăна тем пек ылтăн текст килсе парсан та ăна çав шайлă, çав шухăшлă юрăçсемех шăрантараççĕ пулсан нимĕн те улшăнмасть. Ишĕлсе анма пуçланă çурт картлашкисене сăрлама хăтланни кăна ку. Лайăх авторсем пур пирĕн (Раштав, Юрату), темшĕн çавах эстрада аталанмасть".
428019, Шупашкар хули, Ивана Яковлев проспекчĕ, 13, Пичет çурчĕ, III-мĕш хут, “Хыпар”. Факс: (8352) 28-83-70, 56-20-07. Электрон почти: hypar1@mail.ru