Комментари хушас

Министрсен Кабинечĕн кăçалхи юлашки ларăвĕн, Иван Моторин премьер ертсе пынăскерĕн, кун йĕрки самай анлă пулнине пăхмасăр ăна тишкересси хăвăрт иртрĕ – Правительство 36 ыйтăва пĕр сехетрех пăхса тухрĕ. Те Çĕнĕ çул уявĕ çывхарни витĕм кÿрет — калаçу тавлашусăр-мĕнсĕр пулчĕ. Патшалăхăн темиçе прграммине кĕртмелли улшăнусене ырларĕç, Министрсен Кабинечĕн унчченхи чылай йышăнăвне тÿрлетÿсем кĕртрĕç.

Самай калаçтарни кун йĕркинчи пирвайхи ыйту пулчĕ — транспорт министрĕ Владимир Иванов республикăн транспорт тытăмне аталантармалли патшалăх программипе паллаштарчĕ. 2035 çулччен пурнăçламалли тĕллевсем пысăккине кура тăкаксем те сахал мар — хальлĕхе вĕсене 64 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă. Анчах министр федераци бюджетĕнчен уйăрмалли тăкаксене паянхи кун тĕлне çитес виçĕ çуллăха çеç çирĕплетнине кура асăннă виçе вăхăт иртнĕ май пысăкланасси пирки каларĕ.

Тĕллевсен шутĕнче — регион шайĕнчи автоçулсен пахалăхне лайăхлатасси: асăннă çул тĕлне вĕсен 71% пахалăх стандарчĕсене тивĕçтермелле. Хальлĕхе ку кăтарту чылай пĕчĕкрех. Программăра пассажирсене илсе çÿрекен общество транспортне аталантарсси çине пусăм тунă. Çакă, Владимир Николаевич шучĕпе, çынсем хăйсен автотранспорчĕпе сахалрах усă курассине тивĕçтерме кирлĕ. Çавна май бюджетран электротранспорт валли те, пассажирсен илсе çÿрекен ытти транспорт валли те укçа уйăрассине палăртнă.

Паллах, программăри ĕçсем Транспорт министерствине кăна пырса тивмеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстви, сăмахран, трасса медицинине аталантарас тĕллеве пурнăçланă май санитари авиацине йĕркелес енĕпе ĕçлет. Темиçе çĕрте вертолет площадкисем пулĕç. Çакă чи малтанах суранланнă çынсене васкавлă медицина пулăшăвĕ кÿрессине тивĕçтерме май парĕ.

Çулсем çинчи хăрушсăрлăх тенĕрен, çак ыйтусем тĕлĕшпе те программăра тимлĕх пысăк. Аварисенче çынсем вилессине чакарса пырассине нацпроектра та палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн çитес ултă çултах хайхи кăтартăва нульпе танлаштармалла. Анчах министр çак тĕллеве пурнăçлама май çукки пирки уççăнах каларĕ. Çакна инкексен статистики те çирĕплетет. Пĕлтĕр çулсем çинчи аварисенче республикăра пурăнакан кашни 100 пин çын пуçне 13 çын вилнĕ, кăçал та хурлăхлă кăтарту нумай пĕчĕкленмест-тĕр — нуль патне çывхарасси курăнмасть-ха..

Транспортшăн яваплă министр малашне газомотор топливипе ĕçлекен транспортшăн симĕс çутă пуласси пирки пайăррăн каларĕ. Чăн та, ку енĕпе тивĕçлĕ инфраструктура пулмалла — хальлĕхе газ автозапрака станцийĕсен шучĕ те пĕчĕк-ха. Газпа ытларах ĕçлес тĕллев вăл йÿннипе сăлтавланни паллă — тăкаксем бензин-соляркăпа усă курнинчен икĕ хут пĕчĕкрех.

Иван Моторин программăра Шупашкар аэропорчĕ ăсатакан-йышăнакан пассажирсен шутне пĕчĕк палăртнинчен тĕлĕнчĕ. Çак йыш халех 270 пин çынпа танлашать, документра вара ăна кăшт ÿстерессине кăна палăртнă — 300 пин çын… Владимир Иванов капашсăр пысăк цифра палăртманнин сăлтавне уçăмлатрĕ: аэропортра халех чăрмавсем пулаççĕ. Хĕлле, чăн та, пушă, анчах çуллахи вăхăтра пассажирсем тăруках йышланнине кура йывăрлăхсем пур. Унти реконструкци çак йывăрлăхсене сирме пулăшĕ.

Шупашкар сити-менеджерĕн Алексей Ладыковăн та ыйтусем пур. Вăл тĕп хулари электротранспорта аталантарассине муниципалитет тата республика бюджечĕсен укçипе 50х50 шайлашупа тĕревлеме палăртнипе кăмăлсăр — унчченхи 10х90 шайлашăва упраса хăварма ыйтать: «Çапла тусан кăна Шупашкар валли çĕнĕ троллейбуссем туянма май пулĕ». Владимир Иванов та администраци пуçлăхĕн позицийĕ майлă пулнине палăртнине кура Иван Моторин программăна тĕпрен илсен ырланипе пĕрлех хайхи уйрăм ыйтусене çывăх кунсенчех татса пама хушрĕ.

Ытти ыйтăва вара хăвăрт тишкерчĕç. 

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев 2019 çулта Республика кунне ирттерме хатĕрленес ыйтупа сăмах илчĕ — уяв Шупашкарта тата Улатăр районĕнче пулĕ. Вăлах республикăн патшалăх органĕн професси культурине аталантармалли сăнав ирттересси пирки пĕлтерчĕ. Унта виçĕ министерство хутшăнать.

- Виççĕшĕ кăна культурăллă пулма шут тытнă-им? Тепĕр виçĕ çултан çак министерствăсем чи культурăллисем пулĕç-и?

Юрий Егорович премьер-министр шÿтне ăнланчĕ, шÿтпех хуравларĕ:

- Хальлĕхе калама иртерех. Çапла пуласса шанатпăр…

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: