Комментари хушас

11 Раштав, 2018

Влаç тата бизнес пĕр-пĕрне илтеççĕ

Бизнес представителĕсем йышлăн пухăннă та — республикăн инвестици политики енĕпе ĕçлекен канашĕн ытларикун Чăваш патшалăх драма театрĕнче иртнĕ ларăвне ЧР пуçлăхĕ «эпир сирĕншĕн яланах уçă пулнă, малашне те уçă пулăпăр» тесе шантарнинчен пуçларĕ. Унăн сăмахĕсене лару чăннипех çирĕплетрĕ: влаçпа бизнес хушшинчи уçă диалог пулчĕ.

Вĕçленсе пыракан çулталăк, Михаил Васильевич шучĕпе, Чăваш Еншĕн ăнăçлă пулчĕ. Çакăнта бизнес тÿпи те пысăк. Республика пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлет. Чăваш Енĕн кăçалхи бюджечĕн тăкак пайĕ 59 миллиард тенкĕрен те иртет – «пирĕн çакăн пысăкăш бюджет нихăçан та пулман». Мускав республикăна панă укçа виçи кăçал 20 миллиард тенке кăшт кăна çитеймен, çитес çул федерации бюджетĕнчен илмелли çак виçе татах пысăкланмалла — 22,6 миллиарда çитмелле.

Çапах ăнăçусем пирки каланипе пĕрлех регион ертÿçи çитменлĕхсем пуррине те пытармарĕ. Залран панă ыйтусем те - çав чăрмавсем пиркиех. Бизнеса энергоресурссен сечĕсемпе çыхăнмалли, налук çăмăллăхĕсемпе усă курассипе çыхăннă йывăрлăхсем, надзор органĕсен виçесĕр тимлĕхĕ, ытти пăшăрхантараççĕ. Михаил Игнатьев, министрсем кашнинех тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕç. Çийĕнчен Михаил Васильевич хăшĕсене хайхи чăрмавсем пирки хăйĕн ячĕпе тÿрреммĕнех çырса пĕлтерме сĕнчĕ – кашни тĕслĕхе тĕплĕ тишкерĕç.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Теги: