Комментари хушас

1 Раштав, 2018

ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çĕршыв кубокĕ иртрĕ

Паян "Шупашкар Арена" пăр керменĕнче ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çĕршыв кубокĕ иртрĕ. Кавир çинче Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен, Монголи, Беларуç Республикинчен килнĕ 117 спортсмен тупăшрĕ. Яланхи пекех чи вăйлă кĕрешÿçĕсем ăмăртрĕç: Беларуçири Олимп вăййисен призерĕ Мария Мамашук, Европа чемпинки Ирина Курочкина, Монголири тĕнче чемпионки Церенчимед Сухе тата ыттисем хăйсен виçисенче малти вырăнсене йышăнчĕç.

Спорт уявне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт министрĕн заместителĕ Сергей Косилов, Раççей спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев тата ыттисем хутшăнчĕç.

- Чăваш Ен хĕрарăм кĕрешÿçĕсен центрĕ пулса тăчĕ. Кунта вун-вун çамрăк кĕрешÿпе туслă. Республика пирки спорта ăталантаракан чи лайăх регионсенчен пĕри тесе ахальтен каламаççĕ. Пĕлтĕр Шупашкарта тĕнче кубокĕ ăнăçлă иртрĕ. Тепĕр çул та питĕ яваплă çулталăк шутланать, Олимпиадăна хатĕрленесси. Паянхи турнирта та чи лайăххисене суйласа илетпĕр, - терĕ Омар Муртузалиев. - Чăваш Енре спорт мероприятийĕсене пысăк шайра ирттернине эпĕ паян хам курса ĕнентĕм. Эсир шанса панă ĕçе лайăх тăватăр. Спортсменсем те питĕ пултаруллă, лайăх хатĕрленнĕ. Хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Чăваш Ен чысне 7 хĕр хÿтĕлерĕ. Вероника Чумиковăпа Алена Тимофеева финала тухрĕç. Иккĕшĕ те кĕмĕл медале тивĕçрĕç.

ФОТОРЕПОРТАЖ...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: