Комментари хушас

29 Чÿк, 2018

Бензин пĕтиччен ярăннă

Çак кунсенче икĕ çул çитмен çамрăк тĕлĕшпе приговор янăранă. Вĕсене ют çын автомобилĕпе усă курнăшăн айăплаççĕ. Суд РФ СК Чăваш Енри следстви органĕсем пухнă материалсем çакна тумашкăн çителĕклине палăртнă.

Кăçалхи çурла уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Шупашкар районĕнчи пĕр аялта çакскерсем ВАЗ-21074 автомобиль салонне кĕнĕ, отверткăпа усă курса ăна вырăнтан тапратма хăтланнă. Кăлăхах. Çамрăксем транспорта тĕксе хускатнă та Шупашкара ярăнма кайнă. Бензин пĕтсен машинăна хулара пăрахса хăварса тарнă. Йĕрке хуралçисем вĕсене кĕске вăхăтрах ярса тытнă. 17 çулти каччăна условлă майпа 9 уйăхлăха айăпланă, кĕçĕнреххине 5 пин тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Рубрика: