Комментари хушас

27 Чÿк, 2018

Акăлчанла лайăхрах пĕлеççĕ

Шупашкарти мониторингпа вĕренÿ аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕсем тĕп хулара иртнĕ ют чĕлхесен диктантне пĕтĕмлетнĕ. Аса илтерер: ку акци чÿк уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче иртнĕ.

7-11-мĕш класс ачисем акăлчанла, нимĕçле, французла диктант çырнă. Пĕтĕмлетÿ акă мĕн палăртнă: шкул ачисем акăлчан чĕлхине лайăхрах пĕлеççĕ-мĕн. 9-11-мĕш класра вĕренекенсем хăнăхтарусен 80% пурнăçланă. Нимĕçле, французла диктант çырнисен хушшинче пĕр çĕнтерÿçĕ те çук. Хăнăхтарусен 50% пурнăçлакан та сахал пулнă. Тĕп хулари вĕрентÿ управленийĕн ĕçченĕсен шухăшĕпе, ку çак чĕлхесене программăра сехет сахал уйăрнипе çыхăннă.

Ирина КОШКИНА. Cap. ru cайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 
Теги: