Комментари хушас

26 Чÿк, 2018

Хыснана тултарасси — вĕсен тивĕçĕ

Çĕршывра професси нумай. Вĕсене халалланă уяв та сахал мар. Налук службин ĕçченĕсен те пур вăл. Патшалăх умĕнчи пысăк яваплăхлă тивĕçе пурнăçлакансем — налуксемпе акцизсем, тĕрлĕ тÿлев пухса çĕршыв бюджетне пуянлатассишĕн вăй хуракансем — професси уявне чÿк уйăхĕн 21- мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çак уява РФ Президенчĕн 2000 çулхи чÿк уйăхĕн 11- мĕшĕнчи указĕпе çирĕплетнĕ.

Професси уявне паллă тата паян республикăри налук органĕсен ĕçченĕсем тĕп управленине пухăнчĕç. Савăнăçлă лару-тăрура вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР прокурорĕ Василий Пословский, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин, ыттисем саламларĕç, кулленхи ĕçре пысăк çитĕнÿсемпе палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕç. Уявра РФ,Налук службин Чăваш Енри управленийĕ çавăн пекех кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.