Комментари хушас

26 Чÿк, 2018

Апатпа аптăранине ОРВИ тÿрре кăлараймасть

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура республика ертÿçи Михаил Игнатьев çак кунсенче вĕренÿ заведенийĕсенче пулнă пăтăрмахсем тавра сăмах пуçарчĕ — ачасем апат çисе аптăранă.

Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов кадет корпусĕнче кăна апатпа аптăрани çирĕпленнĕ, ытти çĕрте вара ОРВИ чирĕсем айăплă терĕ-ха, анчах Ропотребнадзор управленийĕн ертÿçин Надежда Луговскаян пĕтĕмлетĕвĕ урăхларах: кадет шкулĕнче — виçĕ, Кÿкеçри интернатра пилĕк ача апатпа аптăранă. Вĕсене пĕр предприяти апатпа тивĕçтерет — хулари апатлану комбиначĕ. Тĕрĕслев асăннă вĕренÿ заведенийĕсенче ачасен апатланăвне йĕркелес енĕпе нумай çитменлĕхе тупса палăртнă — управ вăхăтне тăсас тĕллевпе аш-какая хăйсем шăнтнинчен пуçласа салатсене холодильнике хуманни таранах.

Кадет корпусĕнче Михаил Игнатьев апатланушăн яваплă хĕрарăм «акăш-макăш ылтăн-бриллиант ăшĕнче» пулнине хăй те асăрханă, Надежда Луговская та апат хатĕрлекенсем ювелир изделийĕсене хывмасăрах ĕçлени пирки калать. Асăннă комбинат тĕлĕшпе ытти енĕпе те ÿпкев пур. 

Акă мĕншĕн «катлетсене шăнасенчен уйăрмалли» пирки асăрхаттарнă май вăл шкулсенчи апатланăва пĕтĕмпех аутсорсинга пани вырăнсăрри пирки иккĕленмерĕ. Кадет корпусĕнче — пушшех. Унта пĕтĕм оборудовани çĕнĕ, условисем лайăх, ачасен апатланăвне кирлĕ пек йĕркелеме пĕтĕмпех пур. Асăннă пăтăрмахсемшĕн вара айăплă çынсем явап тытма тивĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: