Комментари хушас

"Хыпар" хаçат ирттерекен кире пуканĕ йăтас енĕпе Пĕтĕм Раççейри XXXV турнирăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, малти вырăнсене Санкт-Петербург, Чăваш Ен, Тутарстан, Киров облаçĕнчи командăсем çĕнсе илчĕç.

Уйрăм виçесенче Европа, тĕнче ăмăртăвĕсенче пăлăрнă Александр Павлов /Елчĕк/, Алексей Иванов /Йĕпреç/, Олегпа Джанита Щербинсем, Александра Васильева, Валерий Литвинко /Санкт-Петербург/ тата ыттисем çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕç. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи Анастасия Александрова /Куславкка/ спортăн тĕнче класлă мастерĕн ятне тивĕçрĕ. Турнирта пĕрремĕш хут хĕрсем 24 килограмлă икĕ снаряда йăтрĕç. Ку ушкăнра Питĕрти Анастасия Лазарева тĕлĕнтерчĕ.

Арçынсен хушшинче Киров облаçĕнчен килнĕ 17 çулти Егор Демышев абсолютлă чемпион ята тивĕçрĕ.

www.hupar.ru

Кире пуканĕ йăтас енĕпе Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă Пĕтĕм Раççейри XXXV турнира ирттерме пулăшнăшăн пирĕн спонсорсене тав тăватпăр:
1. ООО "Торговый дом "Брикс" - во главе генерального директора Ермолаева Кирилла Владимировича.
2 АО "АККОНД" - во главе генерального директора Иванова Валерия Николаевича.
3. Чувашпотребсоюз - во главе Председателя совета Павлова Валерия Михайловича.
4. ООО "Строительная фирма "Комплекс" - во главе директора Гордеева Валерия Николаевича.
5. ОАО "Тароупаковка" - во главе генерального директора Таланова Олега Борисовича.
6. ООО "Белкофф" - во главе коммерческого директора Толстого Олега Вячеславовича.
7. Клиника "Дент-а-Мед" - во главе главного врача Зорина Юрия Александровича.
8. КФХ Семенова В.Н.Энежъ, Козловский район - во главе руководителя Семенова Василия Николаевича.
9. Юридическая фирма "Адамант" - во главе генерального директора Тимофеева Александра Викторовича.
10. Сеть магазинов "Спорттовары" - во главе руководителя Александрова Дмитрия Викоторовича.
11. КФХ Санзяпова Р.Ш., Батыревский район, во главе руководителя Санзяпова Решита Шайхулловича.
12. КФХ Иванова В.А., Урмарский район, во главе руководителя Иванова Владимира Анатольевича.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: