Комментари хушас

1 Чÿк, 2018

«Хăлха илтменнисем» бюджета çухату кÿреççĕ

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ĕнерхи ларăвĕнче çакăн пек пысăк йыш пулни сайра – Правительство çурчĕн «Б» блокĕнчи конференц-зал туп-тулли. Хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене кăна мар, алкоголь рынокĕнчи лару-тăрăва тишкерме пухăннă май эрех-сăра сутакансене те чĕннĕ — чăннипех çивĕч калаçу пулчĕ.

Алкоголь суту-илĕвĕн теми çапларах – икĕ вĕçлĕ патак пек: пĕр енчен, çынсем эрех нумай туянни, ĕçни ял-хулари тăнăçлăхшăн сиенлĕ, тепĕр енчен, бюджета тупăш ытларах кирлĕ, эрех-сăра вара – тупăшăн пысăк статйи. Çавăнпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тÿрех асăрхаттарчĕ: сăмах халăха эрехпе «шăварасси» пирки пымасть, анчах çак рынокра йĕрке пулмаллах, чи малтан саккунсăр алкогольпе кĕрешмелле.

Суту-илÿре саккунли кăна пулсан бюджета та тупăш ытларах кĕрĕ. Хальлĕхе вара вăрттăннин калăпăшĕ пысăк. Унашкал градуслă шĕвексен пахалăхĕ те иккĕленÿллĕ: çынсем наркăмăшланса вилеççĕ, сывлăхне сиенлеççĕ. «Фанфурик» текен шĕвексенчен те ниепле те хăтăлса пĕтейместпĕр. Хуласенче, районсенче пулнă май Михаил Васильевич хăй те унта та кунта йăваланса выртакан çав пĕчĕк савăтсене курать: «Дворниксем пуçтарса ĕлĕкĕреймеççĕ…»

Асăннă тупăша пысăклатмалли майсем вара, иккĕленмест вăл, пур. Хăй вăхăтĕнче республикăри спиртлă шĕвексем кăларакан заводсем хупăнни те манăçман-ха. Халь Шупашкарти предприяти те, Етĕрнери завод та ĕçлеççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра республикăри предприятисем 561 пин декалитр эрех туса кăларнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен икĕ хут ытларах.

Производствăна тата чылай ÿстерме пултараççĕ, анчах продукцие сутасси такăнтарать. Мĕншĕн тесен ку рынока ютран килекен алкоголь ярса илнĕ. Хамăрăн алкоголь, сăра пахалăхĕ лайăх пулин те вĕсем кунти рынокра тĕпре мар. Чăваш Енре туса кăларакан шурă эрехĕн кашни çур литрĕнчен регион бюджетне 104 тенкĕ кĕнине, хакне кура сăран кашни кĕленчинчен хысна 9-19 тенкĕлĕх пуянланнине шута илсен республика мĕнешкел пысăк укçа çухатнине тавçăрма йывăр мар.

Федераци шайĕнчи суту-илÿ сечĕсем тĕлĕшпе ÿпкев пулчĕ — вĕсем чăваш эрех-сăрине хапăл мар. Темле те чееленеççĕ. Ресторан-кафе хуçисем усă куракан мел те — вăрттăнлăх мар. Халь эрехĕн кашни кĕленчине сутнине ЕГАИС текен система шута илет. Общество апатланăвĕнче вара пĕр кĕленчепех темиçе хут усă кураççĕ иккен. Унта татах та татах эрех тултараççĕ те… Эрехе паян канистрсемпе те туянма пулать вĕт. Саккунлă кĕленчере — саккунсăр эрех. Тупăш йăтăнса кĕрет. 

ЧР Пуçлăхĕ вырăнсенчи влаçсен ĕçне тиркесе хакларĕ — вĕсем хамăрăн продукцие «симĕс çутă» парас тесе çунмаççĕ. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Теги: