Комментари хушас

30 Юпа, 2018

Çĕнтерÿçĕсем паллă: "Симĕс тавралӑх" конкурс вĕçленчĕ

"Хыпар" Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ ача-пăча ÿкерчĕкĕсен "Симĕс тавралӑх" конкурсне ирттерчĕ. Унта 2-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Конкурс комиссийĕ кашни ачаран пĕрер ĕç йышăнчĕ. Халĕ çĕнтерÿçĕсем палăртнă.

Кĕçĕн ушкăн:
1. Екатерина Ильина /Шупашкар, 31-мĕш шкул/;
2. Иван Чамеев /Шăмăршă районĕ, Кивĕ Чукал шкулĕ/;
3. Кирилл Осипов /Патăрьел районĕ, Çĕньял шкулĕ/;
3. Юлия Михайлова /Вăрмар районĕ, Арапуç шкулĕ/. 

Вăтам ушкăн:
1. Ольга Агеева /Йĕпреç районĕ, Энтриел шкулĕ/;
2. Диана Мандрюкова /Шăмăршă районĕ, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ/;
3. Алина Тимофеева /Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ/.

 Аслă ушкăн:
1. Снежана Павлова /Комсомольски районĕ, Çĕнĕ Мăрат шкулĕ/;
2. Никита Охотин /Шупашкар, 31-мĕш шкул/.

Онлайн сасăлав палăртнă çĕнтерӳçĕ:
Ангелина Мандрюкова /Шăмăршă районĕ, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ/.

Çĕнтерӳçĕсене пурне те саламлатпăр! Хисеп хучĕсемпе парнесене мĕнле илмеллине каярах пĕлтерĕпĕр.