Комментари хушас

27 Юпа, 2018

Форумра общество организацийĕсен ыйтăвĕсене пăхса тухаççĕ

Шупашкарта комерциллĕ мар организацисен III форумĕ иртет. Ĕнер, юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш наци музейĕнче йĕркеленĕ стратеги сессийĕнче социаллă капитал территорисене аталантарма пулăшни тавра калаçрĕç. Паян форум ĕçне хутшăнакансем Пăр керменне пуçтарăнчĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Президент гранчĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ проектсен куравĕпе паллашрĕ.

«Пĕтĕм аслă ĕçе чĕре хушнипе тăваççĕ», — Людвиг ван Бетховен каланинчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне Михаил Васильевич. Республикăри общество организацийĕсен шучĕ 1 пинрен иртнине, çак йышри çынсем çĕршыв пуласлăхне хăйсен тÿпине хывнине, пуçаруллă халăхăн проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн хыснаран пысăк укçа уйăрнине палăртрĕ вăл.
Общество палатин председателĕ Алексей Судленков малтанхи форумсен сĕнĕвĕсене республикăн аталану программине кĕртнине аса илтерчĕ. Хальхи форумра социаллă пулăшу, ыр кăмăллăх, территорисен тата вырăнти пĕрлешÿсен аталанăвĕ, социаллă предпринимательство тавра хускатнă ыйтусене те Правительствăра пăхса тухасса шаннине каларĕ вăл.
Михаил Игнатьев гранта тивĕçнисемпе уйрăммăн тĕл пулчĕ. Общество хастарĕсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарнă май ĕмĕт-шухăшне палăртрĕç. «Веда» шырав отрячĕн председателĕ Павел Просуков, тĕслĕхрен, салтаксен çĕр айĕнчен кăларнă япалисен музейне уçасшăн, çавăнпах уйрăм вырăн ыйтать. Раççей ача-пăча фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Кислов пирĕн тăрăхра волейбол шкулĕ уçма сĕнет.
Форумра çавнашкалах Раççей Федерацийĕн Общество палатин, республикăри коммерциллĕ мар тытăмăн, вырăнти хăй тытăмлăх, бизнес пĕрлешĕвĕн представителĕсем, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, федераци тата регион эксперчĕсем тухса калаçрĕ.

Алевтина ФЕДОРОВА, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи:

Çакнашкал мероприяти общество организацийĕсемшĕн те, влаç тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн те кирлĕ. Çакăнта çивĕч ыйтусене хускатма, малашнехи çул-йĕре палăртма май пур.

Владимир СУРКОВ, «Ирĕклĕх» общество организацийĕн представителĕ:

Пирĕн те, сусăрсен, сывă çынсем пекех таçта та çитес килет. Хевтесĕррисене патшалăх пулăшать паллах. Сусăра, сăмахран, кÿме тÿлевсĕр параççĕ. Унашкал хатĕр манăн темиçе те. Паян вара çакăнта велосипед майлă кÿмепе килтĕм. Ку — эксперимент шайĕнчи япала. Тен, хăçан та пулсан çакнашкал кÿме кăларассине те патшалăх программине кĕртĕç?

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.