Комментари хушас

25 Юпа, 2018

«Ылтăн карабин» ăмăрту иртрĕ

Çак кунсенче спорт туризмĕн «Ылтăн карабин» ăмăртăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Тупăшу виçĕ ÿсĕм категорийĕнче пулнă: 10-13, 14-15, 16-17 çулсенчисем. Атăл хĕрринчи хырлăх 148 спортсмена пухнă.

Ăмăртура 1-мĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕ тухнă, 2-мĕшне — Çĕрпÿри 1-мĕш шкул команди, 3-мĕшне Шупашкарти «Памирка» турклуб команди йышăннă.

Çĕнтерÿçĕне Кубок парнелеме палăртнă. Чыслав «ЮНИТЕКС» центрта юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче 13:00 сехетре пулĕ.

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА. unitex-center.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: