Комментари хушас

18 Юпа, 2018

Хаваслă викторина иртрĕ

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă-Пашьел шкулĕнче пулма май килчĕ. Çак шкул ачисем «Тетте», «Тантăш», «Самант» кăларăмсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Хаçат-журнала юратса вулаççĕ. Эпир ирттерекен конкурссене хутшăнаççĕ.

Вырăс чĕлхипе литерататури эрни пынă май ĕнер уроксем хыççăн хаваслă викторина иртрĕ. Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕпе Валентина Савельевăпа тата чăваш чĕлхипе литература учителĕпе Валентина Мандрюковăпа эпĕ те жюри членĕ пултăм. Виçĕ Валентина 5-мĕш тата 6-мĕш классен хушшинчи кăсăклă ăмăртăва тимлĕн сăнаса хак патăмăр. Тĕрлĕ конкурс хыççăн 23 балл пухса 5-мĕш класс вĕренекенĕсем çĕнтерчĕç. Миша Матвеев ваттисен сăмахĕсене питĕ лайăх пĕлнине çирĕплетрĕ. Даша Симурзинăпа Валерия Безрукова сăвăсене пĕр-пĕр артистран кая мар вуларĕç.

Пăчăрлă-Пашьел шкулĕнче маттур вĕренекенсем нумай. Вĕсем тĕрлĕ кружока çÿресе аталанаççĕ, чылай конкурса хутшăнса палăраççĕ. Ăс-тăнпа та, пултарулăхпа та малтисен ретĕнче тăнине викторина кăтартса пачĕ.

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.