Комментари хушас

17 Юпа, 2018

Чăваш Ен психолог-педагогĕ — лауреатсен йышĕнче

«Чăваш Ен çулталăк психолог-педагогĕ» професси ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнтернĕ Александра Горелова ăмăртăвăн Раççей шайĕнчи тапхăрне хутшăннă. Регионсенче мала тухнă вĕрентекенсен ретĕнче тупăшса финала тухнă — 15 лауреат йышне кĕнĕ.

Шупашкарти сывлăх енчен хавшакарах ачасен 2-мĕш пуçламăш шкулĕнче ĕçлекен Александра Юрьевна психолог профессийĕпе 5 çул кăна ĕçлет. шкул хыççăнах экономист специальноçне алла илнĕ. Хăйне шăпах «чун сиплевçи» пек курма ăнтăлни ăна Мускаври М.А. Шолохов ячĕллĕ патшалăх гуманитари университетне илсе çитернĕ.

Пурĕ конкурсăн пĕтĕмлетÿ тапхăрне психолог-педагогсем çĕршывăн 57 субĕектĕнчен хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене ĕнер, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Раççей Çут ĕç министерствинче чысланă.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: