Комментари хушас

9 Юпа, 2018

Шан, анчах тĕрĕсле

Тавар туянакансен прависене хÿтĕлесси — патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Патшалăх влаç органĕсем çак тĕллевпе пурнăçлакан ĕç-хĕлне ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи потребительсен прависене хÿтĕлекен координаци канашĕн тĕп хулари 2-мĕш çăкăр заводĕнче йĕркеленĕ ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

— Хальхи вăхăтра лавккасемпе пасарсенче çĕр-çĕр тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ. Анчах вĕсен пахалăхĕ тивĕçтерет-и? Çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ-и? Шел те, пысăк тупăш илессишĕн талпăнакансем çак ыйтусен пĕлтерĕшне туймаççĕ, — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва уçнă май.

Çынсем куллен апат-çимĕç, тумтир, хуçалăхра кирлĕ ытти япала туянаççĕ. Кашниех тавар пысăк пахалăхлă пулассине, сутуçăсемпе производительсен йĕркелĕхне шанать. Анчах пур чухне те апла мар. Статистика кăтартăвĕсем паян суту-илÿри контрафактсен калăпăшĕ 30 процентпа танлашнине çирĕплетеççĕ. Халăх ултавçăсенчен чи малтанах патшалăх хÿтĕлессе кĕтет. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская палăртнă тăрăх — ведомствăн суя схемăсемпе тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемен суб±ектсене тăрă шыв çине кăларма пулăшакан хатĕр çителĕклĕ, специалистсем час-часах тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ, саккунпа килĕшсе тăман тĕслĕхсене тупса палăртсан айăплисене явап тыттараççĕ. Ку енĕпе вĕсем çавăн пекех ЧР Шалти ĕçсен министерствипе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Канашлура тухса калаçакансем юлашки вăхăтра Интернет уçлăхĕнчи суту-илÿ хăвăрт аталаннине, малашне вăл халăх пурнăçне тата та çирĕпрех кĕрсе вырнаçассине палăртрĕç. Вак суту-илÿ калăпăшĕнче вăл паян 3 процента яхăнах вырăн йышăнать. Электронлă коммерци çынсене чи малтанах йÿнĕ хаксемпе, пуян ассортиментпа илĕртет. Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, Интернет-лавккасенчи суту-илÿ калăпăшĕ икĕ хут ÿснĕ. Çав вăхăтрах, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каланă тăрăх, çак мелпе усă курса тавар туянса улталаннисен çăхавĕсен шучĕ те пысăкланнă. Интернет урлă тавар туянас текенсен чи малтан суту-илĕвĕн çак тĕсĕн лайăх тата япăх енĕсемпе кăсăкланмалла. Сăмахран, сутуçă кам? Саккаса йышăнса палăртнă вырăна ăсатассишĕн кам яваплă? Çав лавккасен сайчĕсенче чылай чухне çак ыйтусен хуравне тупма пулăшакан нимĕнле информаци те çук. Çавна май Владимир Аврелькин ку сферăпа çыхăннă ăнлантару ĕçне халăх хушшинче ытларах пурнăçламаллине палăртрĕ.

Ларура пăхса тухнă пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту вăл — финанс продукчĕсемпе усă куракансен прависене хÿтĕлесси. Çулталăк пуçланнăранпа Наци банкĕ çынсенчен финанс организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕн пахалăхĕ тивĕçтерменни пирки пĕлтерекен 800 ытла ыйту йышăннă. Çак шутран пысăк пайĕ потребитель тата ипотека кредичĕ паракан кооперативсемпе, страховани ĕçне пурнăçлакан организацисемпе çыхăннă. Çакна тĕпе хурса ларура право хуралĕн органĕсен финанс ĕçĕсен рынокĕнчи ултавçăсенчен хăтăлас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемеллине çирĕплетрĕç.

Чи малтанах, паллах, çынсен хăйсен тимлĕ пулмалла. Кредит, страховани организацийĕсем сĕнекен таварсен пĕлтерĕшне ăнланманни чылай чухне улталанма пулăшать те ĕнтĕ. Çавна май Чăваш Республикинчи Наци банкĕн управляющийĕ Александр Логвинов республикăра пурăнакансен финанс пĕлĕвне ÿстерни çакнашкал хăрушлăха сирме пулăшакан тĕп çул-йĕр пулнине палăртрĕ. Çак тĕллевпе çулталăк пуçланнăранпа 95 мероприяти йĕркеленĕ, унта 3 пине яхăн çын хутшăннă.

Паллах, потребительсен прависене хÿтĕлесси пĕччен пурнăçламалли ĕç мар. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва пĕтĕмлетнĕ май ку енĕпе мĕн пур шайри влаç органĕсен тачă çыхăнса ĕçлемеллине, çак ĕçе граждан обществин хастарĕсене те явăçтармаллине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.