Комментари хушас

Паян республикăра «Тавралăха кÿнĕ сиене саплаштарас тата каяш çаврăнăшне ăнăçлă йĕркелес ĕçри регион опычĕ» темăпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Экологи тата тавралăха хÿтĕлессипе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕ пулчĕ.

Вăл Правительство çуртĕнче комитет председателĕ Владимир Бурматов ертсе пынипе иртрĕ. Унта Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Алена Аршинова, Валентин Шурчанов, ытти депутат хутшăнчĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев комитет членĕсене лару кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене ăнăçлă сÿтсе явма ырă сунчĕ, кĕскен коммуналлă хытă каяш çаврăнăшне йĕркелессипе Чăваш Енре тăвакан ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Уйрăммăн илсен çитес çулсенче 7 районăн хытă каяш тултарнă полигонне рекультивацилессине пĕлтерчĕ.

Ларура РФ Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин департаменчĕн директорĕн çумĕ Татьяна Хавронина, Росприроднадзор управленийĕн пуçлăхĕ Наталья Соколова, РФ Строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин департаменчĕн директорĕн канашçи Оксана Толстокорова коммуналлă хытă каяш пухассипе, ăна полигона турттарассипе, уйăрассипе, утилизацилессипе çыхăннă ĕçсене лайăхрах йĕркелеме май паракан çул-йĕре уçăмлатрĕç.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов ку енĕпе пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнипе пĕрлех республикăри каяш вырăнĕсене рекультивацилеме федераци бюджетĕнчен укçа уйăрасса шанса тăнине палăртрĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов республикăна çак енĕпе тăвакан ĕçсене пурнăçа кĕртме пулăшмаллах терĕ.

Ларăва хутшăннисем усăллă ытти сĕнÿ пачĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Cap. ru  сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: