Комментари хушас

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республика коммуналлă хытă каяшсене пухмалли çĕнĕ йĕрке çине куçрĕ. Çак ыйту ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн, ку хутĕнче Иван Моторин премьер ертсе пынăскерĕн, кун йĕркинче тĕпре пулчĕ.

Халăха илес тĕк, ăна, паллах, чи малтан хаксен йĕркеленĕвĕпе çыхăннă улшăнусем кăсăклантараççĕ. Вĕсемпе Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова паллаштарчĕ. Каяшсен кубла метрĕ 442,22 тенке ларĕ. Тонни – 4138,64 тенкĕ. Çын пуçне малашне уйăхне 74,44 тенкĕ тÿлеме тивĕ. Унччен каяшсемшĕн хваттер лаптăкне кура тÿленĕ, паянтан вара – хваттерте е çуртра пурăнакан çынсен шутне кура. 

Канашлура çавăн пекех 2018-2021 çулсенче конкуренцие аталантармалли тĕп кăтартусен списокне тишкерсе хакларĕç. Раççей Президенчĕн указĕпе 41 кăтартăва çирĕплетнĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова Чăваш Ен çак списокри 38 кăтартупа ĕçленине çирĕплетрĕ. Хăшĕсемпе палăртнине ирттерсе те пурнăçланă, хăш-пĕр енĕпе вара «уксахлатпăр». Калăпăр, ветеринари докуменчĕсем парас ĕçре патшалăх тÿпи çав-çавах пысăк- ха — уйрăм çынсен бизнесĕ ку сферăра ниепле те вăй илеймест.

Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев Ваттисен кунĕ пирки сăмах пуçарчĕ. Чăваш Енре ĕçлемелли çулсенчен иртнĕ 308 пин ытла çын пурăнать. Ку — Чăваш Енре пурăнакансен пĕтĕм йышĕн чĕрĕкĕ. Ватăсен «çарĕ» пысăклансах пырать, çулталăк маларах асăннă йышра 302 пине яхăн çын пулнă. Çакă республикăра çынсен пурнăçĕн тăршшĕ ÿссе пынипе сăлтавланнă — халь вăл 72,73 çулпа танлашать. Раççей Президенчĕ палăртнă тĕллевсемпе килĕшÿллĕн çак кăтартăва çитес çулсенче 80 çула çитермеллине аса илтернĕ май министр республикăра Ваттисен кунĕ тĕлне хисеплĕ çынсене чыслассипе çыхăннă вун-вун мероприяти йĕркелени пирки каларĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: