Комментари хушас

21 Авăн, 2018

Суя – эппин, шанчăксăр тата хăрушă

Чăваш Республикинче промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комисси ларăвĕн кун йĕркине строительство материалĕсемпе çыхăннă çавнашкал тĕслĕхсене тупса палăртнине, суя продукцирен сыхланассине сÿтсе явассине кĕртнĕ. Анчах строительство министрĕ Владимир Михайлов, çак ыйтупа сăмах илнĕскер, палăртнă тăрăх, Чăваш Енре строительство сферинче кăçал унашкал пĕр тĕслĕхе те тупса палăртман иккен. Ку республика Пуçлăхне килĕшмерĕ…

Строймин кăçал кăна ку енĕпе 400 ытла тĕрĕслев ирттернĕ, Чăваш Ен кабель продукцийĕн тĕрĕслевĕпе çыхăннă пилот пректне кĕнĕ, анчах контрафактпа, суя продукципе çыхăннă пĕр тĕслĕх те тупăнман-мĕн. Министр çакă надзор органĕ тĕрĕслев ĕçне тĕпрен илсен Шупашкарти кадет корпусĕ, филармони, Мускав кĕперĕ йышши пысăк обьектсем тĕлĕшпе кăна йĕркеленипе çыхăнма пултарни пирки асăрхаттарчĕ, уйрăм çынсем çĕклекен çурт-йĕр тĕлĕшпе юрăхсăр строительство материалĕсем пур-тăр терĕ-ха, анчах Михаил Игнатьева кунашкал доклад тивĕçтермерĕ: эппин, эсир ку ыйтăва тишкерме хатĕрленмен, тĕрĕслев ĕçĕ те кирлĕ шайра мар.

Шел те, ку енĕпе Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская та лăпланмалли хыпар пĕлтермерĕ: «Эпир халь çĕнĕ çурт-йĕре хута яма йышăнакан комиссисен йышне кĕместпĕр, çак ĕçе хутшăнмастпăр. Тĕрĕслеве строительство организацийĕсен хăйсен йĕркелемелле. Роспотребнадзор вара шкул, ача сачĕ йышши обьектсене кăна тĕрĕслет. Сăмахран, кадет корпусĕн çĕнĕ корпусĕсенчи сывлăша тĕрĕслерĕмĕр, унта пĕтĕмпех йĕркеллĕ».

Михаил Васильевич шучĕпе, асăннă сферăра та саккунсăрри пайтах. Калăпăр, Чăваш Енре çынсен сывлав органĕсен чирĕсемпе çыхăннă статистика япăх. Мĕнпе сывлатпăр – хуравĕ çук, çынсем мĕншĕн чирленин сăлтавĕ уçăмсăр. «Унччен пÿлĕмсене пластик панельсемпе отделка тăвассси анлă сарăлнăччĕ. Телее, ку мода иртрĕ», — аса илтерчĕ Михаил Васиильевич. Тен, çурт-йĕр тума усă куракан ытти материал та сиенлĕ хутăшсем кăларать? Çак ыйтусене, тĕрĕссипе, никам та тĕпчемен. «Пирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ тенипе çырлахни вырăнсăр», — регион ертÿçи Строительство министерствине çынсен сывлăхне, хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçе çирĕп позици йышăнса пурнăçлама сĕнчĕ.

Ытти сферăра вара контрафакт пушшех нумай. Çакна ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов çирĕплетрĕ. Раççейре «сулахай» продукци алкоголь рынокĕнче уйрăмах анлă сарăлнă — 40% таран. Çăмăл промышленноçра — 35, апат-çимĕç рынокĕнче — 10%...

Ют тавар тĕслĕхĕсене вăрлани вара тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене ура хурать. 

Пирĕн фоторепортаж

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

 

Рубрика: 
Теги: