Комментари хушас

13 Авăн, 2018

Шкула - автобуспа

Ялсенче кăна мар, Шупашкарти аякри микрорайонсенче пурăнакан ачасене те пĕлÿ çуртне шкул автобусĕпе илсе çитереççĕ.

Тĕп хулари шкулсенче 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче 57 пин ытла шăпăрлан пĕлÿ илет. Çĕнĕ хула, Соленое, Чандрова микрорайонсенчен, Заволжьерен, пĕтĕмпе 255 ачана, 23, 30, 33, 35, 48-мĕш тата Заволжьери шкулсене 7 автобус турттарать. Вĕсем 28 рейс тăваççĕ. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче массăллă информаци хатерĕсенче ĕçлекенсене çÿлерех асăннă ыйтăва епле йĕркеленине кăтартрĕç. Тĕп хулари 33-мĕш шкул /вăл Мир проспектĕнчи 16-мĕш çуртра вырнаçнă/ территорийĕнче кăнтăрла иртсен вĕренекенсене икĕ шкул автобусĕ кĕтетчĕ. Кĕçех ачасемпе вĕсене ăсатакан вĕрентекен тухрĕç, шкул автобусĕсене вырнаçса Соленое микраройона çул тытрĕç. Кăçал 5 теçетке çул тултаракан 33-мĕш шкула çывăхри урамсенчи ачасем кăна мар, Çĕнĕ хулапа Соленое микрорайонсенчисем те пĕлÿ илме çÿреççĕ-мĕн.

Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, аякри микрорайонсенчен 1- 4- мĕш классенче вĕренекенсене шкулсене ятарлă автобуссемпе илсе килеççĕ. Çав вăхăтрах 5, 6 - мĕш классене те илеççĕ. Аслă классенче вĕренекенсем вара общество транспорчĕпе усă кураççĕ. Шкул автобусĕсене ГЛОНАСС спутник навигацийĕсемпе, тахографсемпе, ытти хатĕрпе тивĕçтернĕ. Хăрушсăрлăх пиçĕххийĕсем те пур. Ачасене ирхине чарăнăва пырса илнĕшĕн, уроксем хыççăн ăсатса янăшăн ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекенсем те кăмăллă.

СăМАЙ МАЙ

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пурĕ 348 шкул автобусĕ. Вĕсенчен 322-шĕ ачасене база шкулĕсене илсе çÿреççĕ. Асăннă автобуссем 1140 ялтан 12 пин вĕренекене турттараççĕ. Çак кунсенче вара республикăри пĕлÿ çурчĕсене тата 10 çĕнĕ шкул автобусĕ уйăрмалла.

ШУХĂШ

Милена Громова, 3 «б» класс ертÿçи:

Пирĕн класра Çĕнĕ хулапа Соляное микрорайончи ачасем те вĕренеççĕ. Вĕсене кашни кунах шкул автобусĕ илсе килет, уроксем хыççăн киле леçет. Пĕлтĕрех çакăн пек çÿреме пуçланă. Ашшĕ-амăшĕ ирсерен ачасене пĕлÿ çуртне епле ăсатса ямалла-ши тесе кулянмасть халĕ. Эпир те, учительсем, вĕренекенсем урока вăхăтра çитнишĕн çав тери кăмăллă.

Марина Николаева, 1-мĕш класра вĕренекенĕн амăшĕ:

Эпир Соленое микрорайонта пурăнатпăр. Кăçал хĕрĕм Юля 33-мĕш шкула 1-мĕш класа çÿреме пуçларĕ. Вĕренÿ заведенийĕ пирĕнтен аякра вырнаçнă. Юрать, пирĕн ачасене шкул автобусĕ килсе илет. Анчах пĕрремĕшсем вунă сехет çурăрах вĕренсе пĕтереççĕ. Вĕсен вара 14 сехетчен автобус кĕтсе лармалла. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн пата кăна мар, Çĕнĕ хулана та çÿреççĕ. Вĕренекен шучĕ пĕлтĕрхинчен нумайрах. Ачасем виçĕ сехет кĕтсе ан ларччăр тесе хушăран хамăр кайса илетпĕр. Шкул ертÿлĕхĕ çак ыйтăва тепĕр хут пăхса тухасса шанас килет.

Дарья Назарова, 3 «б» класра вĕренекен:

Эпĕ 33-мĕш шкула Çĕнĕ хуларан çÿретĕп. Маларах вĕренÿ заведенине хула маршруткипе килме тиветчĕ. Çывăх çынсем ăсатса яратчĕç. Çул çинче кĕтсе тăрса вăхăт иртетчĕ. Халĕ шкул автобусĕпе занятисене вăхăтра çитетпĕр. Ку çав тери меллĕ. Ятарлă автобус водителĕ çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнать.

Рубрика: 
Теги: