Комментари хушас

6 Авăн, 2018

Хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ пуçланнă

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ пуçланнă. Чăваш Енре те çăлавçăсем республикăри шкул тата садик ачисене, студентсене чрезвычайлă лару-тăрура хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентеççĕ. Вăрăм каникул хыççăн парта хушшине ларнăскерсемпе ятарлă занятисем ирттереççĕ.

Нумаях пулмасть Шупашкарти 2-мĕш гимназире ОБЖ урокĕ пулнă. Пушара хирĕçле пропаганда центрĕн методисчĕ Анастасия Аппакова тата ВДПО председателĕн çумĕ Галина Кулагина пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисемпе, çăлав службин телефонĕсемпе («01», «101», «112») паллаштарнă.

Çакăн евĕр занятиех Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç шкулĕнче Василий Нягин, Герман Ильин тата Петр Петров отставкăри офицерсем ирттернĕ. Хăнасем вĕренекенсене парнесем тата листовкăсем валеçнĕ. Çав кунах вĕсем шкул ачисемпе пĕрле РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсен, Бориспа Ангелина Макшанцевсен, асăну хăмине уçнă çĕре хутшăннă.

Уçă уроксемсĕр пуçне Раççей МЧСĕн ĕçченĕсем эвакуацисем те ирттерĕç. Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пушар хуралĕн надзор ĕçĕ-хĕлĕнче вăй хуракансем 900 ытла объектра пулнă. Пушар сÿнтермелли хатĕрсене, сингализацие тата эвакуаци çулĕсене тĕрĕсленĕ.

Валентина ФЕДОРОВА.

Ольга НЯГИНА сăн ÿкерчĕкĕ.