Комментари хушас

28 Çурла, 2018

Шырав экспедицийĕнчен таврăннă

"Волохов фрончĕ. Чудово" пĕтĕм тĕнчери шырав экспедицине хутшăнмашкăн пирĕн республикăри хастарсем — Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕн отрячĕ, Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕн "Наследие", Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкулти "Прометей", Улатăрти 9-мĕш шкулти "Стрелец" отрячĕсем — çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче çула тухнă. Çак кунсенче вĕсем тăван тăрăха таврăннă.

— Палăртнă вырăна çĕшывăн тĕрлĕ регионĕнчен, ытти çĕршывран — 600 çын çитнĕ. Новгород облаçĕнчи Волохов фронтĕнчи тĕрлĕ вырăнта шырав ирттертĕмĕр. Малтанах пире, экспедицие пĕрремĕш хут тухнисене, пĕр эрне вĕрентрĕç. Ĕç вăхăтĕнчи хăрушсăрлăха пăхăнмаллине, шыравра усă курмалли тĕрлĕ инструментпа паллаштарчĕç. Пирĕн шкул отрячĕ Узбекистанран, Таджикистанран, Кăркăсстанран килнĕ хастарсемпе ĕçлерĕ. Çумăрлă çанталăка пăхмасăр тăмлă-пылчăклă тăпрана ала витĕр кăларнă пек шырарăмăр хăрушă вăрçăн йĕрĕсене. Хамăн пурнăçра эпĕ те пĕрремĕш хут медальон тупрăм. Ăна алла тытсан çан-çурăм тăрăх сивĕ чупрĕ, — каласа кăтартрĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕн ачисемпе пĕрле çула тухнă Валентина Филиппова педагог.

Çĕр-çĕр çын тар тăкнă Волохов фронтĕнче. 190 салтакăн шăм-шаккине, çĕр айĕнчи самолета та чавса кăларнă вĕсем. Хальлĕхе палăртнă тăрăх, 10 медальон экспертизăна çитнĕ.

 

Рубрика: 
Теги: