Комментари хушас

24 Çурла, 2018

Пысăк писатель, драматурги ăсти

Н. Терентьевăн «Суйласа илнисен» 3 тата 4-мĕш томĕсене пухса хатĕрлекентен,

Борис Чиндыковран, хаклав

Николай Терентьевич Терентьевăн «Суйласа илнисем» кĕнекин пĕрремĕш томĕ 1994 çултах пичетленнĕччĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш томĕсем юлашки икĕ çул хушшинче кун çути курчĕç.
Кĕнекен малтанхи икĕ томне Чăваш кĕнеке издательствине драматург хăй хатĕрлесе панă пулнă. Авторĕ шутланă тăрăх, суйласа илнĕ пьесисен кĕнеки унăн икĕ томран пулмалла пулнă, унта вăл, ахăртнех, хăйĕншĕн чи хаклă, пархатарлă, чи юратнă драмисемпе комедийĕсене кĕртме палăртнă. Пĕрремĕш томĕ хыççăн часах вулакансем патне иккĕмĕш томĕ те çитмелле пулнă — 1996 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче издательствăн ун чухнехи тĕп редакторĕ В.Г. Игнатьев ăна типографие ямашкăн алă пусса çирĕплетнĕ пулнă, анчах, издательствăн укçа-тенкĕ йывăрлăхне пула-тăр, кĕнеке типографие çитеймен. Шел пулин те, суйласа илнĕ пьесисен пĕрремĕш томĕ драматургшăн хăй пурăннă чухнехи юлашки кĕнеки пулса юлчĕ, кĕнекен иккĕмĕш томĕ пĕрремĕш том тухнă хыççăн тепĕр çирĕм икĕ çултан тин, 2016 çулта, пичетленсе тухма пултарчĕ. Ун чухне драматург çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайни икĕ çулччĕ ĕнтĕ.
Çав икĕ тома уйăрса тăракан çирĕм икĕ çула çĕршывра пулса иртнĕ пысăк улшăнусен хăйне евĕр тĕкĕрĕ теме те пулать. 1980-мĕш çулсен вĕçĕнчи — 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи уççăнлăхпа ирĕклĕх, пысăк хавхалану тапхăрĕ хыççăн нумай-нумай çынна çитмен пурнăç килсе çапрĕ, кĕнеке илсе вуласси е театра спектакль кайса курасси мар, чылайăшĕшĕн паян пурăнмалăх çăкăр тупса хваттер укçи тÿлемелĕх укçа-тенкĕ йÿнеçтересси мала тухса тăчĕ. Çакнашкал самана театрпа литература анинче тар тăкакан çыравçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçне те тĕпренех кисретрĕ, вĕсене те укçа-тенкĕсĕр, çăкăр таткисĕр хăварчĕ. Çав улшăнусем Н.Т. Терентьевшăн та мĕнешкел тарăн та йывăр пулнине унăн суйласа илнĕ пьесисен иккĕмĕш томĕ çирĕм çул ытла кун çути курайманни те, çирĕм çул хушшинче театрсенче унăн пĕр-икĕ пьесине кăна сцена çине кăларни те уççăн кăтартса парать. /Çĕршыв арканичченхи маларахри çулсенче вара унăн икĕ-виçĕ çулта пĕрер кĕнеке тухса тăнă, театрсенче пĕр вăхăтрах сахалтан та унăн икĕ-виçĕ пьесине вылянă./ Кусем — драматургăн пурнăçĕн юлашки тапхăрĕнче тÿссе ирттерме тивнĕ тулаш йывăрлăхсем. Анчах куçа курăнман, чун-чĕрене пусса ваклакан шалти йывăрлăхсене ăнланса илме, ăнланса илнĕ хыççăн чăтса ирттерме, тен, татах та йывăртарах пулнă ăна. Çавăнпах-тăр пурнăçĕнчи юлашки çирĕм çулĕ хушшинче вăл çырманпа пĕрех /çырма хăтланкаланă пулсан та, хăйне тивĕç шайра çырса чутласа пĕтереймен пулас хайлавĕсене, çавăнпа театрсене те, пичете те нимех те сĕнмен вăл çак çулсенче/. Драматурги саккунĕсене пуринчен лайăх пĕлекенскер, «çĕнĕ пурнăç» саккунĕсене, ку чухне мĕн кирлĕреххине туйма пăрахнă-ши вăл е «çĕнĕ» идеалсене асăрхама, асăрхасан та чĕре витĕр кăларма пултарайман? Вăл кăна-и, чăваш театрĕ хăй те тахçанах шухăш-кăмăл, илемлĕх кризисне кĕрсе ÿкрĕ мар-и, çăрăлса тухасси-мĕнĕ пăхса та курăнмасть мар-и паян кун та?

* * *

Николай Терентьевич Терентьев 1925 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче хальхи Канаш районне кĕрекен Кăшнаруй ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ашшĕ унăн ялта колхоз йĕркелесе яракансенчен пĕри пулнă. Ялти шкул хыççăн Николай Чурачăкри вăтам шкулта вĕреннĕ, çавăнта драма кружокĕпе, литература пултарулăхĕпе çунма тытăннă. 1930-мĕш çулсенчи тискер кунсенче ашшĕне сăлтавсăртан айăпласа репрессилеççĕ. Николай вăтам шкултан вĕренсе тухнă çул вăрçă пуçланать, çав вăрçăра унăн пиччĕшĕ Вавил пуçне хурать. Вăрçă çулне çитеймен яш ялти тата тылри йывăр ĕçсене кÿлĕнет.
Вăрçă вăхăтĕнче /!/ чăваш правительстви çине тăрса ыйтнипе Мускаври театр институтĕнче чăваш студийĕ уçаççĕ, çирĕм ытла хĕрпе каччă конкурс витĕр тухса артиста вĕренме пуçлаççĕ, вĕсен шутĕнче пулас драматург та. 1947 çулта институтран вĕренсе тухнă хыççăн пултаруллă çамрăксем Чăваш академи театрĕн артисчĕсем пулса тăраççĕ. Н.Терентьев та виçĕ çул хушши артист пулса сцена çине тухать, тĕрлĕ роль хушшинче ун чухнехи театра çÿрекен кашни чăвашах пăлхантарнă Сентиер /П. Осиповăн «Айтар» пьесинче/, Ахмар /В.Ржановăн «Энтип» драминче/ ролĕсене вылять.
Çав вăхăталлах режиссерсем ăна час-часах вырăсларан чăвашла куçарма шанма тытăнаççĕ, чылай вырăс пьеси чăваш сцени çинче Н. Терентьев сăмахĕсемпе янраса каять. Çав вăхăтрах тата çĕршывра илемлĕ фильмсене те вырăс мар халăхсен чĕлхисене куçарса кăтартассине пысăк тимлĕх уйăрнă, ку ĕçре те Н. Терентьев тăрăшса вăй хурать, киносценарисене тăван чĕлхене куçарать. Шкул ачи чухнех сăвă-калав çыркаланă артиста театрпа пĕр танах литература та тыткăнласа илет. Литературăна тарăнрах вĕренес тĕллевпе артист театртан кайса 1951-1953 çулсенче Шупашкарти педагогика институтĕнче литература факультетĕнче вĕренет. Унтан каллех тăван театра таврăнать, хальхинче тĕп режиссерăн литература енĕпе ĕçлекен пулăшаканĕ /е тепĕр майлă каласан, литература пайĕн заведующийĕ/ пулса ĕçлет. Ĕçĕ ку тÿрремĕнех драматургипе çыхăннăскер, ют çĕршывсенчи чылай театрта должноçне те çакна «драматург» тесе калаççĕ: театра килекен пьесăсене вуласа хак памалла, авторĕсемпе ĕçлемелле, лайăхраххисене режиссерсене сĕнмелле, пьесăна сцена çине кăларас чухне театр коллективĕпе пĕрле пьесăна чутламалла, тивĕçлĕ шая çитермелле, «курăмлă» /курма юрăхлă/ хурăм кĕртмелле. Çапла вара пуçĕпех драматурги авăрне чăмать Н. Терентьев. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.