Комментари хушас

8 Çурла, 2018

Чăваш Ен команди Çуллахи ял спорт вăййине хутшăннă

Курск облаçĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисем çĕршывăн 66 регионĕнчен 2100 хастара пухнă. Чăваш Ен чысне унта Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенчи спортсменсем хÿтĕленĕ. Атлетсем хăйсене тивĕçлĕ кăтарнă: çакна 4 ылтăн, 2 кĕмĕл тата 4 бронза медаль çирĕплетет.

Уйрăмах çăмăл атлетикăра, кире пуканĕ йăтассинче, масс-рестлингра, полиатлонта, канат туртассинче палăрнă ентешсем. Механизаторсен ăмăртăвĕпе çемье командисен тупăшăвĕнче те маттур пулнă.

Масс-рестлингра 65 килограмчченхи виçере Эльвира Григорьева /Шупашкар районĕ/ чемпион пулса тăнă. Родион Шадриков та хăйĕн виçинче бронзăна тивĕçнĕ. Алена Никитина /Муркаш районĕ/ механизаторсен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Геннадий Черепанов та механизаторсен йышĕнче палăрнă, унăн иккĕмĕш кăтарту. Турнир таблицинче те механизаторсем — иккĕмĕш вырăнта.

Филипп Почемкин /Вăрнар районĕ/ полиатлонистсен йышĕнче чи лайăх перекенĕ пулнă. Унăн ентешĕ Владимир Скворцов ăмăртура виççĕмĕш вырăна тухнă.

Кÿкеçри Цветковсен çемйи эстафетăна пĕрремĕш чупса тухнă, дартсра вара виççĕмĕш вырăн йышăннă. 800 тата 1500 метр чупса Екатерина Попова /Шупашкар районĕ/ финиша виççĕмĕш çитнĕ. Кире пуканĕ йăтакансен хушшинче Андрей Кузьмин /Йĕпреç районĕ/ бронзăна тивĕçнĕ. Ушкăнра та виççĕмĕш тухнă пуканçăсем.

Утă çулакансен ăмăртăвĕн тĕп судьи Чăваш Енрен тухнă Михаил Мурзин иккенне те палăртмалла.

Чăваш Ен команди пĕтĕмĕшле кăтартусемпе 17-мĕш вырăна тухнă. Регионта ял-салара мĕн чухлĕ çын пурăннине шута илсе хатĕрленĕ рейтингра /ял тăрăхĕнче 600 пин таран çын пурăнакансен йышĕнче/ вара Чăваш Ен команди пиллĕкмĕш вырăнта.

Татьяна НАУМОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕксем. 

Рубрика: