Комментари хушас

24 Утă, 2018

Шупашкарта «Сывă хула» проект пурнăçланма тытăнчĕ

Паян Чăваш наци библиотекинче Шупашкар хула администрацийĕ пуçарнă çĕнĕ проекта сÿтсе яврĕç. Унта хутшăнакансем — волонтерсемпе доброволецсем. Мĕнре-ха проектăн тĕп тĕллевĕ? Наркотик тата психотроплă япаласен рекламипе кĕрешесси. Кун йышши акци пуçласа иртрĕ.

Паян Шупашкарта «Сывă хула» проекта хута ятăмăр. Унта хутшăнмашкăн волонтерсене пухрăмăр, вĕсем хулара наркотик рекламине шырĕç, тупса палăртĕç. Ку проект Раççейре çĕнĕ мар, тĕрлĕ хулара вăй илнĕскер. Хулара пурăнакансем те кун пирки «Контактри» ятарлă ушкăнра пире пĕлтерме пултараççĕ, — палăртрĕ хула администрацийĕн представителĕ Станислав Трофимов.

Сăмахран, пĕр-пĕр çурт стени çинче наркотик рекламăлакан сайта асăрхасан ăна тÿрех хуратма юрать-и? Ку саккунпа килĕшÿллĕн пулать-ши? Çак ыйтусен тавра пычĕ те калаçу. «Кун йышши пĕлтерÿсене хăвăр тĕллĕн хуратма хăтланмалла мар тесе шухăшлатăп. Кирлĕ органсене, «Сывă хула» сайта ярса пани те çителĕклĕ. Унта рекламăна асăрханă çурт адресне палăртмалла», — уçăмлатрĕ ЧР наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕ енĕпе ĕçлекен управленийĕн сотрудникĕ Алексей Соловьев.

Волонтерсем ушкăнсене пайланса 2-3 эрнере пĕрре хула урамĕсенена наркотикăн вăрттăн рекламине тупса палăртас енĕпе ĕçлĕç. Çакна паянах пурнăçларĕç, «çавра сĕтел» хыççăн хастарсен 4 ушкăнĕ палăртнă адреспа çула тухрĕ. Пĕр ушкăн Шупашкарти Эльгер урамĕнчи 13-мĕш çурт çывăхĕнчи гаражсем вырнаçнă тĕле кайрĕç. Мĕншĕн унта? Контактри «Сывă хула» ушкăнне пĕр хĕрарăм çыру вĕçтернĕ-мĕн. Темиçе гараж стени çинче иккĕленÿллĕ сайтсене рекламăлани пирки каланă. Волонтерсем çак адреспа çитсе килнĕ хыççăн чăнах та çакна çирĕплетнĕ. Паян вара хайхи «эрешсене» хуратрĕç. «Сывă хула» пурнăçланма тытăнчĕ. Ку юратнă хуламăра наркотик рекламинчен хăтарасса шанас килет.

 

Рубрика: