Комментари хушас

24 Утă, 2018

Лару: умра яваплă ĕç — наци проекчĕсене хутшăнасси

Паян республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Енĕн стратегиллĕ аталанăвĕн çул-йĕрне, чи малтан пурнăçламалли проектсене палăртакан канашăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Канаш членĕсем Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 204-мĕш указĕнче халăх пурнăçне 2024 çулччен лайăхлатас тĕлĕшпе тумалли ĕçсене республикăра пурнăçлассишĕн Раççей Федерацийĕн 12 наци проектне кĕме сĕнÿсем хатĕрлесе тăратассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. «Чăваш Республикине пырса тивекен наци проекчĕсене /программисене/ пурнăçа кĕртмелли майсем çинчен», «Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 204-мĕш «Раççей Федерацийĕн 2024 çулчченхи стратегиллĕ аталанăвĕн çул-йĕрĕ тата наци тĕллевĕсем» указĕпе килĕшÿллĕн республикăра проект ĕç-хĕлне вăйлатмалли мероприятисен планĕ çинчен», «Чăваш Енĕн стратегиллĕ аталанăвĕн чи малтан пурнăçламалли «Пĕчĕк бизнеса тата уйрăм предпринимателе пуçару кăтартма пулăшасси» проекта улшăнусем кĕртесси» ыйтусене тишкерчĕç.

Çавăн пекех республикăн стратегиллĕ аталанăвĕн чи малтан пурнăçламалли «Ĕç тухăçлăхне ÿстересси», «Сывлăха сыхласси», «Вĕрентÿ», «Пурăнмалли вырăнпа коммуналлă хуçалăх тата хула ăшĕ» проектсене 2024 çулччен Чăваш Енре еплерех пурнăçа кĕртессине тĕпчерĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тивĕçлĕ министерствăсенчен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен вĕсемпе район-хулара усă курассишĕн федераци хыснинчен укçа илес тĕллевпе çитес уйăхсенче тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе федераци министерствисене вăхăтра тăратма ыйтрĕ.

 

Теги: