Комментари хушас

28 Çу, 2014

Ӳнер музейĕнче - хура-шурă, сасăсăр кино

Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче финсен сасăсăр киновĕн «Финляндия: на заре кинематографа» фестивалĕ пырать.

Уява музей директорĕ Г.Козлов, Финлянди посольствин Мускаври ĕçченĕ Алла Богомолова, регион аталанăвĕн «Содружество» фончĕн президенчĕ М.Кузьмин /вăлах йĕркелӳçĕ/ уçрĕç. Фестиваль программипе килĕшӳллĕн музейра «Роковой взгляд» курав ĕçлет. Ăна иртнĕ ĕмĕрти паллă кино çăлтăрсен тата 1900-1930 çулсенчи фильмсенчи кадрсен сăн ӳкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн культурологи факультечĕн преподавателĕсем М.Уколова тата А.Никитина «У истоков финского кино» лекци вуларĕç. Вĕсем финнсен киновĕ çинчен питĕ нумай кăсăкли каласа кăтартрĕç. Çак çĕр-шыв фильмĕсене ыттисенчен уйăрса тăракан паллăсене палăртрĕç. Чылай фильмра сюжет çĕр-шыв историйĕ тата литератури çинче никĕсленет, Финлянди пейзажне тĕпе хураççĕ, наци характерĕн уйрăмлăхĕсене палласа илме пулать, финн композиторĕсен юррисемпе, фольклор кĕввисемпе анлă усă кураççĕ.

Финлянди режиссерĕсем наци литературине тĕпе хуни «Жители Остроботнии» /Арттури Ярвилуома пьеси, 1914/, «Взлом» /Минна Кант пьеси, 1883/ фильмсенче аван курăнать. «Анна Лийса» /Минна Кант/, «Сапожники Нумми» /Алексис Киви/ фильмсем те çакна çирĕплетеççĕ.

Фильмсем сасăсăр пулнăран вĕсене кăтартнă чухне чĕрĕ музыка янăранă. Музейра «Жители Остроботнии» фильма кăтартнă чухне те çак йăла-йĕркене тĕпе хучĕç: Светлана Заломнова рояль каларĕ. Фильмри ĕçсем 1850 çулсен варринче пулса иртеççĕ. Сюжет никĕсĕнче - Майя чиперккепе Антти йĕкĕт юратăвĕ. Финлянди çут çанталăкĕн хăйне евĕрлĕ илемĕ фильма пуянлатать.

Хура-шурă кинора тĕлĕнтермĕш сахал мар. Юлашки вăхăтра тата сасăсăр кинона хисеплеме пуçлани те сисĕнет: чылай режиссер çак жанрпа ĕçлеме пуçланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.