Комментари хушас

5 Утă, 2018

Турă çырни тăк - таврăнатех

Унăн алли манăнне лексен çакна ăнлантăм: пĕтрĕм… Савние каçхи клубра шырамаççĕ тенине пĕрре мар илтнĕ эпĕ. Тĕрĕс мар ку: юратăва таçта та, пачах палăртман вăхăтра, кĕтмен вырăнта, тупма пулать. Савние пин-пин çын хушшинче шыраса тупатăн… Эпĕ те хамăн юратăва ăнсăртран тĕл пултăм. Вăл Турă çырни пулнине тÿрех ăнланмарăм пулин те ун патне магнит евĕр туртрĕ.
Паллашрăмăр. Темиçе кун иртсен ун пирки пачах манса кайнăччĕ. Ăнсăртран соцсетьре такам сăн ÿкерчĕке «лайк» пусрĕ. Ăна тÿрех палласа илтĕм. Ухмах пек йăл кулса лартăм. Каччă патне хамах пĕрремĕш çыртăм, çапла хутшăнма пуçларăмăр. Канмалли кун çитсен пĕрремĕш тĕлпулу иртнĕ каçхи клуба /вăл унта пулассине пĕлсе/ кайма шухăшларăм. Хĕр тантăшăмсене шăнкăравларăм, нихăшĕ те пымарĕ. Пĕчченех тухса утрăм. Клуба кĕнĕ-кĕменех ăна куртăм. Вăл мана хирĕç утса пынă чухне чĕре вун-вун хут вăйлăрах тапрĕ. Çав каç унпа темĕн çинчен те — малашлăх, ĕмĕтсем — пирки калаçрăмăр. Акă вăл мана ыталарĕ, тутасем пĕрлешрĕç… Ура çĕре туймарĕ, самантлăха сывлама пăрахрăм. Веçех лайăх пек, анчах пĕр кăлтăк пур: вăл манран çамрăкрах. Хамран кĕçĕнрех каччăпа хутшăнма шухăшламанччĕ эпĕ, анчах юрату авăрне путрăм ĕнтĕ. Тепĕр кунхине аннене ун пирки каласа патăм. Вăл нимĕн те хирĕç каламарĕ. Юлташ хĕрĕсем вара: «Сана ачапча мĕн тума кирлĕ?» — тесе халтан ячĕç. Икĕ айкки те тăвайккиччĕ маншăн. Кашни минута унпа ирттерес килетчĕ. Анчах савни час-часах тĕл пулаймастчĕ, тĕрлĕ сăлтав тупăнатчĕ унăн. Тепре курасси çинчен ĕмĕтленсе кашни каç чÿрече умĕнче тăраттăм.
Пĕррехинче каçхине залива уçăлма кайрăмăр. Тÿпери сар уйăх çула çутатрĕ. Унпа ыталанса тăнă чухне «ăшра лĕпĕшсем вĕçнине» ăнлантăм. Алă-ура мĕнле чĕтренине сăмахпа ăнлантарма çук. Эпĕ чи телейличчĕ! Пурăна киле ăна юратнине, унсăр пуранайманнине пĕлтертĕм. Вăл мана ашшĕ-амăшĕпе паллаштарчĕ. Туй тумалли çеç юлнăччĕ. Анчах пурнăç çулĕ яланах тÿрĕ пулмасть çав. Харкашмалли сăлтавсем тупăнсах тăратчĕç. Уйрăлса миçе мирлешмен-ши эпир? Çапла икĕ çул иртрĕ. Вăл манпа сахалрах хутшăнма тытăнчĕ, ăна сайра хутра çеç курма пуçларăм. Ирхине ĕçе тухса каятчĕ те каçхине, эпĕ çывăрнă вăхăтра, таврăнатчĕ. Мана тимлĕх çитменнине ăнлантарма тăрăшаттăм, çакна илтместчĕ. Вăл ютшăнчĕ, ăна çухатрăм иккен. Текех чăрмантарас темерĕм — хваттерĕнчен те, пурнăçĕнчен те тухса кайрăм. Вăл мансăр пурăнаймассине туйĕ те каялла тавăрма тăрăшĕ теттĕм. Малтанхи каçсенче юратнине пĕлтерсе СМС-çырусем шăрçалатчĕ-ха, кайран пачах çухалчĕ.
Уйрăлнăранпа çур çул иртрĕ. Эпĕ вара çакна ăнлантăм: ăна пурнăç тăршшĕпех юратăп. Вăл манăн çын тăк çÿлти хăватсем пулăшнипе каялла таврăнатех. Юрату виçĕ çул пурăнать тени те тĕрĕс мар. Вăл вилĕмсĕр, вăл — сÿнмест. Эпĕ ăна яланах ас туса пурăнăп. Манас тесен те пулмасть, урăххи шырасан та малтанхи юратуран хакли çук. Темиçе уйăх-и, çулталăк иртĕ-и — савние кĕтсе илетĕпех!
МАРИНА.
ЧПУ студентки.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.