Комментари хушас

Çуллахи вăхăтра уйрăмах ачасене куçран вĕçертме юрамасть, унсăрăн инкек сиксе тухма пултарать. Кайран вара çывăх чавсана та çыртаймăн. Тĕрлĕ сăлтава /шыва путни, аварие лекни, наркăмăшланни, çÿлтен ÿкни.../ пула ачасен пурнăçĕ вăхăтсăр ан татăлтăр тесен аслисен мĕн тумалла-ха? ЧР Сывлăх сыхлав министерствинче тĕрлĕ ведомство ĕçченĕсем шăпах çакăн тавра пуçтарăнса калаçрĕç.

Статистика чуна çÿçентерет: кăçалхи 5 уйăхра 42 ача çут тĕнчерен уйрăлнă, вĕсенчен 15-шĕн тулаш сăлтавсене пула пурнăçĕ татăлнă. Çулталăка çитмен 6 тĕпренчĕк сывлаймасăр вилнĕ. Аслăраххисенчен 4-шĕ шывра путнă, 2-шĕ аварие лекнĕ, 1-ри çÿллĕшрен ÿкнĕ, ыттисем наркăмăшланнă, япала çăтса яраймасăр чыхăннă, çапăннă...

ЧР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ Владимир Степанов ачасем шывра путни ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхĕпе çыхăннине палăртрĕ.

РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн аслă пулăшуçи Олег Дмитриев мĕнле майпа тата мĕншĕн çак инкек пулнине тĕпченине каларĕ. Ачасен канăвне усăллă йĕркелеме май тупмалли çине пусăм турĕ вăл.

Республикăри Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Алексей Мурыгин ашшĕсене ывăл-хĕрне шыва кĕнĕ чухне те тĕслĕх кăтартма чĕнсе каларĕ. Вĕсен пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнмалла, тĕрлĕ лару-тăрва пĕрле сÿтсе явмалла. Хĕрарăмсен союзĕн пуçлăхĕ Алевтина Федорова ачи-пăчишĕн çывăх çыннисем яваплă пулнине пĕр самантлăха та манмалла маррине палăртрĕ. Шăпах çакă инкекрен çăлса хăварать.

Ачасене ишме вĕрентмелли, шăнăр туртнине мĕнле ирттермелли çинчен те сăмах хускатрĕç. Çав вăхăтрах çăлавçă çирĕплетнĕ ятарлă вырăнта кăна шыва кĕме юранине пурин те шута илмелле.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: