Комментари хушас

Ăшă кунсем çитнĕ май сăвăссем те чĕрĕлчĕç, çынсене, уйрăмах ачасене, тапăнма пуçларĕç. Пире вĕсем хура кĕркуннечченех нушалантарĕç-ха. Инкеке сирмелли мелсемпе паянхи кăларăмра Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕ Оксана ПЕТРОВА паллаштарать.

- Асăннă кăпшанкăран чылай чухне ял çыннисем нуша ытларах кураççĕ тенипе килĕшмен пулăттăм. Хулара пурăнакансем те унăн серепине лекеççĕ. Уйрăмах сад-пахчана тухса çÿрекенсене асăрхануллăрах пулма сĕнетĕп. Сăвăспа кĕрешмешкĕн çурхи ĕçсем вăхăтĕнчех пуçламалла: улма-çырла йывăçĕсен турачĕсене çĕртен 50 сантиметр хăварса иртмелле тата вĕсене çуртăн стенисемпе сĕртĕнмелле мар майлаштармалла /кун пек чухне вĕсем стена тăрăх хăпарса пÿрте кĕреймеççĕ/.Тĕрĕссипе сăвăс вĕçме пултараймасть, ăна çын е чĕрчун çумне çакланса лармашкăн çÿллĕрех вырăн кирлине тата хĕвел ăшшине килĕштерменнине тĕпе хурса курăка çăвĕпех çулса тăмалла. Сăвăс инсектицид-курăка — Перси, Кавказ е Далмат шур чечекне, пилеш курăкне, кушак пĕтнĕкне, лавандăна, розмарина, шалфея, чабреца, гвоздикăна, хĕрлĕ геране, ыхрана юратмасть — апла тăк вĕсене пахчара ÿстермелле, шĕвекĕпе лаптăка уйăхра пĕр хут пĕрĕхтермелле. Патака яваланă куçлă пусмаран хатĕрленĕ ал шăллипе курăк-чечеке сăтăрсан кăпшанкă унта пухма пухăнать. Вĕсем ирхи-каçхи вăхăтра уйрăмах пуçаруллă. Сăвăса ÿт шăрши тата унăн ăшши илĕртет. Çакна шута илсе «ухутана» тухас умĕн татăка алăра кăштах тытмалла. «Капкăна» çакланнă кăпшанкăна çунтарса ямалла.

Асра тытăр: сăвăс дачăран киле илсе пынă чечек çыххинче пытанма пултарать.

Унăн вирусĕ сăвăс энцефаличĕ тата боррелиоз тĕлĕшĕнчен тăнăçсăр шутланакан çĕрте çÿрекен ĕне-качака сĕтне лекес хăрушлăх пур, çавăнпа ăна вĕретсе ĕçмелле.

Сăвăс пуçаруллă пулнă тапхăрта курăк çине ларма-выртма юрамасть.

Инкеке сирекенн шанчăклă мел — энцефалитран прививка тутарни. Иммунизациленĕ хыççăн организма çирĕплетмешкĕн икĕ эрне ытла кирлĕ. Боррелиозран хăтаракан вакцина çук, ăна антибиотикпа сиплеççĕ.

Хăвăрăн та сыхă пулмалла: пуçа куртка çумне тачă çĕлесе хунă капюшонпа хупламалла, çутă тĕслĕ тата вăрăм çанăллă тум тăхăнмалла. Кĕпе вĕçне шăлавар ăшне чикмелле, шăлавар вĕçне — çирĕп резинкăллă нуские. Унсăр пуçне кăпшанкăна сирекен спрейпе усă курмалла.

Хваттере е пÿрте кĕриччен хывнă тума, ытти япалана тата пĕрле пулнă йытă-кушака сăтăрçă çыпçăнни-лекнине тĕплĕн тĕрĕслемелле. Чĕрчуна ертнĕ сăвăса перчеткепе иртсе сиенсĕрлетмелле.

Эпидемиологсем çирĕплетнĕ тăрăх, юлашки вăхăтра сăвăссем пуçарулăха тăватă-пилĕк çулта пĕр хут кăна кăтартнă. Халĕ вара пĕтĕмпех вырăнти условирен килет: çанталăк мĕнле пулассине çирĕплетме кансĕр.

Ÿте кĕрсе ларнă сăвăса кăларас умĕн çав вырăна тип çу сĕрме /сывлав çулĕ пÿлĕннипе хăйех тухать теççĕ/ сĕнеççĕ пулин те, серепене çаклансан тухтăр патнех каймалла: кăпшанкăна çара алăпа туртса кăларма юрамасть тата унран хăтăлнă хыççăн сăтăрçа сывлăш кĕрекен ятарлă савăта вырнаçтарса медицина учрежденине тĕрĕслеттерме илсе каймалла – инфекциллĕ пуласси сисчĕвлентерет. Енчен те çын прививка тутарман тата сăвăсра эцефалитет вирусĕ тупсан инкеке лекнине 72 сехет иртиччен иммуноглобулинпа укол тумалла, чир-чĕр тупмасан та антибиотикпа сипленмелле.

Специалистссен шухăшĕпе çапах та, хÿтлĕхĕн чи шанчăклă мелĕ — прививка. Ăна 3 хут тутармалла: пĕрремĕшне — кĕркунне, иккĕмĕшне — çуркунне, виççĕмĕшне — тепĕр çулталăкран. Малтанхине сиктерсен çуркунне иккĕ тан тутарма юрать. Паллах, пĕр харăс мар ĕнтĕ, пĕрремĕшĕ хыççăн теприне — уйăх иртсен тата сăвăс вăй иличчен 2-3 эрне маларах. Вакцинацине вĕçленмен схемăпа пурнăçланине пăхмасăр иммунитет çав-çавах тĕрекленет.

Прививкăна виçĕ çултан тепĕр хут ирттермелле.

Валентина СМИРНОВА. riamobalashiha.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: