Комментари хушас

Сăпсана усăллă, ÿсен-тăран чечекне пĕтĕçлентерме пулăшать тесе шухăшлаттăм. Вăл улма-çырлана шăтарать тата какай таврашне тапăнать. Çак сăтăрçă мĕнле пурăннине тĕплĕнрех пĕлес килет. Вĕсенчен епле хăтăлмалла-ши?
Федор АНИСИМОВ.
Çĕмĕрле районĕ.
Вулакан ыйтăвне Станислав МАТВЕЕВ утарçă хуравлать:
— Сăпса аталанăвĕ вĕлле хурчĕнни евĕрлĕрех. Вăл йăва çавăрса çăмарта хурать, унран хуртсем тухаççĕ, каярах вăл çăмхаланса ларать те унран çитĕннĕ хурт — сăпса — тухать. Çăмартаран тухнă личинка белоклă апатпа тăранса ÿсет. Ăна йăвари ĕç сăпсисем апатпа тивĕçтереççĕ. Чĕрĕ какай, пулă çинче ларакан сăпса — хурт валли апат пуçтараканскер. Вăл какая çыртса татса илет те йăвана вĕçсе кайса апатне хуртсем патне çăвартан кăларса пăрахать. Вĕсем хуртсене, ытти кăпшанка та пуçтараççĕ. Хуртсем ăна çисе ÿсеççĕ те çăмхаланса лараççĕ. Куколкăран тухнă кăпшанка какай кирлĕ мар, вăл пылак çимĕçсене çисе пурăнать. Хăмла çирли, чие, çемçе пан улми кăшлать, улма-çырла сĕткенĕпе тăранать. Чечек нектарĕпе тăранса пурăнакан сăпсасем те пур. Вĕсем вĕтĕрех, чечексем çинче вĕçсе ÿсен-тăрана шăркалантарма пулăшаççĕ. Анчах ун йышши сахалрах.
Утар çывăхĕнче вĕлле хуртне тапăнакан сăпса нумай. Çавăнпа утар çывăхĕнче сăпсасене тытма ятарласа «капкăнсем» çакаççĕ. Уйрăмах сăвăслансем — сăпса йышĕнчи пысăк кăпшанкăсем — пыл хурчĕсене вăйлă тапăнаççĕ. Хуртсене вĕлерсе хăйсен «ачисене» çитереççĕ, вĕллене кĕрсе пыл вăрлаççĕ.
Сăпса кил таврашĕнче чылай вĕçет, çимĕçсене тапăнать пулсан вĕсенчен хăпни лайăхрах. Çак меслетпе усă курма пулать. 1 литр çурă кĕрекен пластик савăта тăрринчен касмалла. Çиппе çакмашкăн шăтармалла. Савăт тăррине кутăнла кĕртсе лартмалла. Капкăна йÿçĕхнĕ компот е квас, сăра ярса сăпсасем ялан вĕçекен çĕре çакса хумалла. Кăпшанкă савăта вĕçсе кĕрет, каялла тухаймасть. Вăхăт-вăхăт «капкăна» тасатмалла, савăтри илĕртмĕше улăштармалла.
Савăта йÿçмен пылак шĕвек ямалла мар. Унта пыл хурчĕсем лекме пултараççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.