Комментари хушас

Тăвай районĕнчи Турикас Тушкилти Андрей Николаевич Моряков фермер хуçалăхне тăватă çул каялла йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра ÿсен-тăранпа ĕçлет. Малашне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме та палăртать.

Çĕр — пурнăç никĕсĕ

Уй-хир ака-суха хыççăн шăплăха путнă. Тÿпере кăна тăри сасси илтĕнет. Тавралăх симĕс кавирпе витĕннĕ тейĕн.
— Çураки хыççăн çумăрлă çанталăк тăнăран калча аван çитĕнчĕ. Кĕрхи ыраш та ав пилĕк таран çитнĕ. Çу каçа йĕркеллĕ пăхса тăрсан тухăç аван тухмалла, — палăртрĕ Андрей Моряков. Варкăш çилпе вăрман пек хумханса ларакан тырра савăнса сăнарĕ вăл. Куç тулли сарăлса выртакан «симĕс тинĕс» кăмăла çĕклерĕ.
— Çураки хыççăн хирти тăри сасси чун-чĕрене лăплантарать, хĕрÿ тапхăр вĕçленнине систерет, — терĕ Андрей Николаевич. — 6-7 çул каялла ку лаптăка йывăç-тĕм, çум курăк пусса илнине ĕненес те килмест — хире йывăрпа тасатнă хыççăн çумланма памастпăр. Çывăх вăхăтра та гербицид сапма тухасшăн.
Хуçалăхăн усă куракан çĕр 900 гектар ытла. Çав шутра пĕрчĕллĕ культурăсем 500 гектар йышăннă. Ытларах тулăпа /400 гектар/ сĕлĕ /100/ акса хăварнă.
— Çĕр улмине 5 гектар кăна лартрăмăр, — пĕлтерчĕ фермер. — Унччен вăл та нумай пулнă. Анчах юлашки çулсенче йывăррăн сутăннăран лаптăка чакартăмăр. Управа хĕлле е çур енне уçсан чĕр тавара çийĕнчех сутмалла. Сывлăш температури улшăннăран çĕр улми çĕрме тытăнать. Вăл тырă мар, вăрах упраймăн.
2009 çулта Турикас Тушкил тăрăхĕнчи «Луч» ЯХПК йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ: уй-хирне сухаласа акайман, витесем, техника паркĕ пушаннă. Суд йышăнăвĕпе парăмсемшĕн хуçалăхăн куçман пурлăхне те сутма тытăннă.
— Халăх пусăн-пусăн пуçтарнă пурлăхне тĕпрен аркатасран 2011 çулта хуçалăх фермине, техника паркне илсе юлтăм. Паркĕпе усă куратпăр-ха, анчах ферми хальлĕхе пушă ларать, — пуçĕпе сĕлтрĕ вăл анлă хирпе юнашар вырнаçнă хуралтăсем еннелле. — Кивĕ витесен никĕсĕ, стенисем çирĕп-ха. Шел, ансăр пулнăран техника кĕреймест, выльăх апатне лашапа турттарса алă вĕççĕн памалла. Ĕлĕкхи мелпе ĕçлесен продукцин хăй хаклăхĕ ÿсет, тăкак кăна кăтартать. Ĕнесем туяниччен фермăна тĕпрен юсаса çĕнетмелле, анлăлатмалла. Ăна валли укçа самай кирлĕ, ку маншăн хальлĕхе — йывăр çĕклем.
— «Çемье ферми» патшалăх программи çав çĕклеме палăрмаллах çăмăллатĕ. Грант илме конкурса хутшăнасшăн мар-им? — сĕнтĕм эпĕ.
— Кун пирки шутласа пăхнă-ха. Район ертÿçисем те конкурса хутшăнма сĕнеççĕ. Грант илес шанăç пур, çав хушăрах яваплăх ÿсни те хăратать, — пытармарĕ вăл.

Пуçа килсен пушмак

Андрей Моряков унччен Тăвай райповĕн хатĕрлев кантурĕнче тăрăшнă. Хăй ĕçне юратса пурнăçланă.
— Юлашки çулсенче райпора лару- тăру çивĕчленчĕ. Тăкаклă предприятие хупрĕç те ирĕксĕрех ĕç шырама тиврĕ, — каласа пачĕ Андрей Николаевич. — Тăвай тăрăхĕнче промышленноç предприятийĕсем аталанман, ĕç тупса вырнаçма кансĕр. Çавăнпа хушма хуçалăха аталантарма тытăнтăм. 1 гектар пай çĕрĕ çинче çĕр улми лартрăм. Кайран ăна 70 гектара çитертĕм. 2000 çулсенче «иккĕмĕш çăкăр» лайăх кайрĕ. Унтан каллех сутăнма пă-рахрĕ вăл, хăй хаклăхĕ те пысăк. Çумăр хыççăн лаптăка техника кĕрейменрен çĕр улми пуçтарма халăха явăçтармалла. Майĕпен ытти ÿсен-тăранпа та ĕçлеме тытăнтăм.
Ытти культурăпа ĕçлеме техника паркне çĕнетнĕ. Пысăк мар хуçалăхра паян икĕ «Полесье» комбайн, тракторсем, груз турттармалли машинăсем, ытти техника туллиех. Çавна май ĕç те хăвăртланнă, тăкаксем чакнă.
— Кун чухлĕ техникăпа ака-суха та кĕске хушăра ирттертĕр-тĕр? — ыйтрăм унран.
— Çапла, ĕççи вунă кунран ытла тăсăлмарĕ. Çумăр çуманран хирсем хăвăрт типрĕç, сухаласа акса кăна ĕлкĕр. Çуракине тĕплĕ хатĕрленни те пулăшрĕ. Кăçал малтанхи хут ака-суха валли Раççей ял хуçалăх банкĕнчен кĕске вăхăтлăх кредит 1 млн тенкĕ илтĕмĕр. Тырă йÿнĕпе сутăнни пире те парăма кĕртрĕ. Укçапа удобрени, вăрлăх, ГСМ туянтăмăр. Унччен ака-сухана хамăр укçапах ирттернĕ. Кăçал сутлăх тырă хакне шутласа пăхнă хыççăн çăмăллăх кредитне /çулталăкне 5%/ илни усăллăрах пулнине ăнлантăм. Кивçен укçа ака-сухари тăкаксене саплаштарма пулăшрĕ. Тар тăкса тунă тырра йÿнĕпе сутасран упраса хăвартăмăр. Халĕ чĕр тавар хакланма тытăнчĕ те са-вăнатăп: тĕрĕсех турăмăр иккен.
Эпир яланах саппаспа ĕçлеме тăрăшатпăр. Кредитăн процент ставкине саплаштарма бюджетран субсиди вăхăтра куçармасан та черетлĕ тÿлеве туллин татма укçа яланах пур. Вăхăтра тÿлемесен шанăçран тухатăн. Кайран инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме те йывăрланать. Пытармалли çук, хуçалăх укçа-тенкĕ енчен пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкни те пулнă. Салука хывма пурлăх çукран банксем кредит памарĕç. Пуçа килсен пушмак тенĕн, ним тума аптăранипе Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалне çитрĕм, тархасласа тенĕн кредит пама ыйтрăм. Юрать, мана шанчĕç, вăхăтра пулăшрĕç. Çакă хуçалăха шурлăхран туртса кăларчĕ. Эпĕ те сăмаха тытрăм, парăма çийĕнчех татрăм. Вак-тĕвекшĕнех кивçене кĕместпĕр эпир. Ытларах хамăра шанса ĕçлеме тăрăшатпăр, — терĕ фермер.
«Халăх вĕрсен хапха уçăлать», — теççĕ. Тăвай тăрăхĕнчи фермерсем пĕр-пĕринпе çыхăнса, йывăр вăхăтра пулăшса ĕçлеççĕ. Пĕрле лав та çăмăлрах шăвать.
Фермер хуçалăхĕнче 20 çын ытла тăрăшать. Çав шутра мăшăрĕпе Ирина Петровнăпа ывăлĕ Владислав та вăй хураççĕ. Владислав кăçал аслă шкултан вĕренсе тухса агроном дипломне илет-мĕн. «Йывăçне кура — çимĕçĕ», — теççĕ. Вăл та ачаранпах çĕр ĕçне хастар хутшăнать. Малалла вулас...

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.