Комментари хушас

Чăваш Енре «васкавлă медпулăшу» фельдшерĕсем килте темиçе кунлăха пĕччен пăрахса хăварнă тăватă ачана госпитализациленĕ.

Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн тухтăрĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕ хăрушлăхра пулнă. Ĕç-пуç Йĕпреç районĕнчи пĕр ялта пулса иртнĕ. Сисчĕвленсе ÿкнĕ ял çыннисем хăвăртрах полиципе «васкавлă медпулăшăва» шăнкăравласа кÿршĕ çуртра тахçантанпах тăватă ача пĕччен юлнине, вĕсене никам та пăхакан çуккине пĕлтернĕ. Шăпăрлансенчен чи асли — 7 çулта, тепĕр иккĕшĕ — ултă тата виçĕ çулсенче, чи кĕçĕнни вара — сакăр уйăхра. Медицина ĕçченĕсем пĕчĕкскерсене пурне те тĕп район больницин ача-пăча уйрăмне вырнаçтарнă. Полици çемьене тÿрех тĕрĕслеме тытăннă. Малтанхи кăтартусем тăрăх, ачасен ашшĕ ĕçлеме тухса кайнă, амăшĕ вара эрех ĕçет. Ачасен малашнехи шăпи мĕнле йĕркеленессине тĕрĕслев хыççăн татса парĕç.

 

Елена МИХАЙЛОВА. E-w-e.ru gорталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: