Комментари хушас

Кăçалхи ака уйахĕн 1-мĕшĕнчен вара республикăри пушар хуралĕн ĕçченĕсем 30 хутчен çунакан типĕ курăка сÿнтерме тухнă.

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнченпе Чăваш Енре пушара хирĕç ятарлă режим пырать. Регионти МЧС управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманшăн, кăвайт чĕртнĕшĕн тата типĕ курăка çунтарнăшăн 23 çынна явап тыттарнă.

Ятарлă режим вăхăтĕнче вăрманта, уйра, ял çывăхĕнче кăвайт, типĕ курăк, çÿп-çап çунтарма юрамасть, пушар кăларма пултаракан ĕçсене пурнăçламалла мар. Уйрăм режим вăхăтенче йĕркене пăсакан граждансене 2-4 пин тенкĕлĕх штраф пама пултараççĕ, должноçри çынсене - 15-30 пин тенкĕ, предприяти-организацисене - 200-400 пин тенкĕ таран.
 

Алина ТИМОФЕЕВА. 21.mchs.gov.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: