Комментари хушас

Чăваш Енре наркăмăшлă çĕлен сăхнă тĕслĕх нумайланнă. Республика больницисене суранланнă 6 çын пулăшу ыйтса çитнĕ. Роспотребнадзор пĕлтернĕ тăрăх, сурансем тарăн пулман.

Специалистсем пирĕн тăрăхра наркăмăшлисенчен хура çĕленсем пурăннине палăртаççĕ. Вĕсем çынна пуçласа тапăнмаççĕ. Асăрханмасăр перĕнсен е тытсан çеç хÿтĕленес тĕллевпе сăхаççĕ. Çĕленсем дачăсенче тăтăш тĕл пулаççĕ. Анчах вĕсене хулара та, Шупашкар çыранĕнче, курма пулать.

 

Ольга КАЛИТОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: