Комментари хушас

21 Çу, 2018

Мускава та çитнĕ

Екатерина Белова Хĕрлĕ Чутайра çуралнă. Ашшĕ Михаил Эликов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă, амăшĕ виçĕ ачапа тăрса юлнă. Кăштахран пĕри чирлесе вилнĕ. Çурма тăлăх Екатеринăна шкулта вĕреннĕшĕн укçа тÿлеттермен, столовăйра тÿлевсĕр апатлантарнă. Çапла пурнăç йывăрлăхĕсене пăхмасăр хĕр вăтам пĕлÿ илме пултарнă.
Мĕн пĕчĕкрен юрлама юратнă хитре сасăллă хĕре час-часах районти радиоузела юрлама чĕннĕ. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне, 1954 çулхи пуш уйăхĕнче, ăна Мускавра иртнĕ пултарулăх куравне илсе кайнă.
— Районтан саккăрăн тухса кайрăмăр, — аса илет Екатерина Михайловна. — Ушкăнра комсомол райкомĕн секретарĕ Иван Ландышев та, Хĕрлĕ Чутайри культура çурчĕн директорĕ Илья Васильев та пурччĕ. Малтанах, нарăс уйăхĕнче, Шупашкарта темиçе хут та репетици иртрĕ. Мускавра пĕр эрне концертсене хутшăнтăмăр. Кремле илсе кайса кăтартрĕç, сыв пуллашу каçĕ унтах иртрĕ.
Коллектив чăвашла юрласа-ташласа Мускав халăхне тĕлĕнтернĕ. «Артистсене» укçан та хавхалантарнă.
— Çав укçапа кĕпелĕх тата пальтолăх пусма туянтăм, киле таврăнсан тÿрех çĕнĕ çи-пуç çĕлеттертĕм! — чылай çул каяллахи савăнăçне манман-ха кинемей.
Килти йывăрлăхсене пула малалла вĕренме каяйман хĕре районти культура уйрăмĕ чĕнсе илнĕ. Пĕрремĕш Хурашаш ялĕнчи клуб ертÿçине çирĕплетнĕ. Каярах вăл Сурăмри библиотекăра ĕçлеме пуçăннă, вырăнти халăха кĕнекепе туслаштарнă.
— Пĕрремĕш Хурашашри пĕр моряк яла отпуска килнĕччĕ. Вăл мана куçланă. Çыру çÿреткелерĕмĕр. Салтакран таврăнсан мана шыраса тупрĕ, тĕл пулма пуçларăмăр. Пирĕн шăпасем пĕрешкелли тĕлĕнтерчĕ: Сĕнтĕкçырми каччин ашшĕ вăрçăра пуç хунă, амăшĕ 3 ачапа тăлăха юлнă...
Салтакран таврăнсан Леонид Белов Шупашкарта çулталăк вĕреннĕ. Тĕп хулара чухне Екатеринăпа мăшăрлану çуртне çул тытнă вăл.
— Чунтан юратрăмăр, ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма тупа турăмăр. Акă ĕнтĕ 62 çул пĕрле пурăнатпăр: вăл 87-ре, эпĕ 82 çула хыçа хăвартăм. Хунямапа 36 çул пĕрле пурăнтăмăр, Агния Васильевна ачасене ура çине тăратма пулăшрĕ, — каласа кăтартать пурнăç хура-шурне самай курнăскер.
Мăшăрлансан Екатерина Белова Сĕнтĕкçырминче библиотекăна ĕçлеме вырнаçнă, унта 38 çул тăрăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчи вулавăш ĕçченĕ — ялти чи яваплă агитатор. Стена хаçачĕ тăтăш кăларса тăмалла, вырăнти пурнăçăн тÿнтер енĕсене йĕплесе «Çиçĕм» ăсталамалла, кашни эрнере фермăра ĕçлекенсем патне çитмелле, политинформаци ирттермелле...
Икĕ алла çĕр ĕç пулин те çамрăк хĕрарăм хăйĕн чун киленĕçĕнчен сивĕнмен. Хусанушкăнь шкулĕн ĕçченĕпе Алексей Мокинпа ăмăртмалла çине-çинех концерт йĕркеленĕ. Асăннă шкулти ташăçăсен ушкăнĕ районта палăрса тăнă. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.