Комментари хушас

17 May, 2018 | Культура | МИХсем

Паян «Хыпар» издательство çуртĕнче Н.В. Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă çамрăк корреспондентсен II-мĕш слечĕ иртрĕ. Ачасем пилĕк ăсталăх класĕнче пулчĕç.

«Ачасемпе çамрăксен кăларăмĕсем валли заметка, репортаж, очерк, тĕрленчĕк, интервью хатĕрлес уйрăмлăх» темăпа «Хыпар» издательство çурчĕ» АУ тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев калаçрĕ. «Журналист пулма вĕренни çеç çителĕксĕр, чун туртни кирлĕ», — палăртрĕ вăл. Ачасем Дмитрий Андреевичран хăйсене кăсăклантаракан ыйту хуравĕсене илтрĕç. Сăн ÿкерчĕкре сюжет пулмаллине, шухăша уçса памаллине пĕлчĕç, интервью вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç.

Кун хыççăн «Глобализаци тапхăрĕнче ача-пăча пичет кăларăмĕсен аталанăвĕн тĕп хăйне евĕрлĕхĕсем» темăпа ача-пăча кăларăмĕсен корреспонденчĕ Валентина Федорова калаçрĕ. Вăл ачасене вăйă выляттарчĕ. Çамрăк корреспондентсем рубрика тума вĕренчĕç, интервью илме хăнăхрĕç. Хăшĕ-пĕри мероприяти вăхăтĕнче сăвă та шăрçаларĕ.

Маттурскерсем мероприяти пирки хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç. Шăмăршă районĕнчен килсе çитнĕ çамрăк корреспондентсем журналист пулма ĕмĕтленеççĕ иккен. «Çак слет хыççăн эпĕ журналист пулатăпах тесе çирĕп шухăш тытрăм. Манăн ĕмĕт пурнăçланатех», — пĕлтерчĕ Карапай Шăмăршă шкулĕнчи Анна Лаврентьева. «Симĕс тавралăх» фотоконкурсра хутшăнтăм. Куравра кашнин ĕçне пăхрăм та пурте вырăн йышăнма тивĕçлине асăрхарăм. Малашне те хутшăнасчĕ», — каларĕ Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи Александра Краснова. Куславкка районĕнчи Елчĕк шкулĕнчен килнĕ Екатерина Леснова та шухăшĕсемпе пайланчĕ: «Слетра хаваслă çынсем нумай. Пурте калаçаççĕ, пурне те калаçтараççĕ. Эпĕ калаçма вăтаннине пăхмасăрах журналист пулатăпах».

 

Тина АПРЕЛЬСКАЯ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: