Комментари хушас

12 Çу, 2018

Предпринимательсен аллейинче ҫӑкасемпе хырсем кашлĕç

Паян, ҫу уйӑхĕн 12-мĕшĕнче, Шупашкарти Индустри паркĕнче (вӑл "Промтрактор" завода хирĕҫ вырнаҫнӑ) Предпринимательсен аллеинче экологи субботникĕ иртрĕ: 55 тĕм ҫӑка, 5 тĕм кӑвак чӑрӑш лартрĕҫ. Пархатарлӑ ҫак ĕҫе Чӑваш Ен Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев, ЧР экономика аталанӑвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуҫлӑхĕ Евгений Кадышев, предпринимательсем, волонтер-экологсем хутшӑнчĕҫ.

Шупашкарта Судан Республикин Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата полномочиллĕ представительствӑн посолĕ Надир Юсеф Элтьтайеб Бабикера ĕҫлĕ визитпа пулнӑ май  Предпринимательсен аллеине илемлетес ĕҫе тӳпе хыврĕ.

"Йывӑҫ лартасси - чунпа пурнӑҫламалли ĕҫ. Ҫутҫанталӑкпа туслӑ пулмалла, ӑна юратмалла. Кашни яша йывӑҫ лартса ӳстерме ваттисем мĕн ĕмĕртен пилленĕ", - терĕ Михаил Васильевич чӑрӑш лартнӑ май.

Мунир, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ:
- Манӑн тӑван ҫĕршывран, Суданран, килнĕ посолпа тĕл пулни питĕ хӑпартлантарчĕ. Эпĕ хальччен кун пек субботнике хутшӑнманччĕ. Хам ĕмĕрте пĕрремĕш хут йывӑҫ лартрӑм. Ҫак кун маншӑн чылайлӑха асра юлĕ. Кӑҫал медицина факультетĕнчен вĕренсе тухатӑп.

Расми, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ:
- Пирĕн патра, Палестинӑра, кӑвак чӑрӑш ӳсет. Кунта та вĕсене кӑмӑллаҫҫĕ. Экономика, промышленность тем пек хӑвӑртлӑхпа аталансан та ҫын ҫутҫанталӑк ҫывӑхнеллех туртӑнать. Паянхи субботник та ҫакна ҫирĕплетрĕ.

Артем Волков, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ:
- Эпĕ - ҫут ҫанталӑк тусĕ, волонтер. Субботнике пирĕн университетра вĕренекен ют ҫĕршыв студенчĕсемпе пĕрле килтĕмĕр. Аллейӑра йывӑҫ лартса тӑван хула илемĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕҫ турӑмӑр тесе шухӑшлатӑп. Кӑҫал эпĕ Йывӑҫ кунне халалланӑ акцие те хутшӑннӑччĕ, Атӑл леш енче хырсем лартнӑччĕ.