Комментари хушас

10 Çу, 2018

«Тăван çĕршывăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем» конкурс иртнĕ

Аслă çĕнтерÿ 73 çул çитнине халалласа Самар хулинче Пĕтĕм тĕнчери çарпа патриот конкурсĕ пулнă. «Тăван çĕршывăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем» ятлăскер 3-мĕш хут иртет. Конкурсра Шупашкарти 47-мĕш шкул ачисем те хутшăннă.

Вĕсем куракансен умне илемлĕ ташăпа тата юрăпа тухнă. 6-мĕш класс вĕренекенĕсем 1 кĕмĕл тата 3 бронза медале тивĕçнĕ: «Патриотла воспитанин ташă йăлисем» юхăмра шкул ачисем «Сарă хĕр» ташăпа 12 команда хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă. «Патриотла ташă» номинацире — «Кĕтмен вальс», «Халăх ташши» ушкăнра — «Тĕлĕнмелле лотос» ташăсемпе виççĕмĕш вырăна тухнă. «Вăрçăсăр тĕнче» юрăпа та бронза ордена тивĕçнĕ.

Конкурс вĕçленсен çавра сĕтел тата хореографипе ăсталăх класĕсем пулчĕç.