Комментари хушас

8 Çу, 2018

Халăх пĕр шухăшлă пулсан…

Красноармейски районĕнчи Хусаккассисем паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă пĕр ял çыннисене асăнса палăк уçрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнчĕ.
Хусаккасинчен фронта 87 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 47-шĕ çеç тăван тăрăха таврăннă. Хальхи вăхăтра, шел те, ялта пĕр ветеран та юлман. Вăхăт шелсĕр…
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнче халăх пуçарăвĕсене тĕпе хурса общество инфратытăмне аталантармалли указа алă пусрĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялта вăрçăран таврăнманнисене асăнса палăк лартма май пуррине пĕлсен Хусаккассисем хĕрсех ĕçе пикеннĕ. «Палăк валли укçа пухма никам та хирĕç пулмарĕ. Ара, вăрçă ялти кашни çемьенех шар кăтартнă-çке, — терĕ Юрий Федотов. — Кирлинчен те ытларах укçа пухрăмăр». Çапла майпа ял варринче, кивĕ клуб çурчĕ ларнă вырăнта, мăнаçлă палăк çĕкленнĕ.
Палăкăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 87 пин тенкĕ ытла. Çак шутран 52,7 пин тенкине республика, 17,6 пин тенкине район панă. Ытти — халăхăн. Çынсем çавăн пекех строительство ĕçĕсене те хутшăннă, тавралăха тирпей-илем кĕртнĕ. Ял-йыша хавхалантарса пыраканни Валерий Иванов староста пулнă.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Сергей АРТАМОНОВ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ:
— Вырăнти халăх пуçарăвĕпе хальхи вăхăтра республикăри 200 ытла ялта тĕрлĕ проект пурнăçланать. Çичĕ ял тăрăхĕнче, тĕслĕхрен, Хусаккассинчи пек палăксем лартаççĕ. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç. Ял-йышшăн çак проект пуçламăшĕ çеç тесе шухăшлатăп. Малашне те вĕсем çапла майпа ял инфратытăмне аталантарас тĕлĕшпе тăрăшасса шанатăп. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă 1216 палăк шутланать, вĕсенчен 1150-шĕ — ялсенче. Астăвăм вырăнĕсене пăхса, тирпейле тăрасчĕ. Палăксем çинчен çакнашкал пысăк уявсем умĕн çеç аса илес марччĕ.

Рубрика: 
Теги: